Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виçĕ кунта — 10 сетка

Виçĕ кунта — 10 сетка

Тăрăм территори пайĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ.

Юлашки 2-3 уйăхра кăна вĕсем тăватă ентеш валли 341 пин тенкĕлĕх кирлĕ хатĕрсем туянса ăсатнă. Унта генератор, УАЗ кустăрмисем, бензопăчкăсем, болгарка, дизель обогревателĕсем, КамаАЗ автомашинăна юсамалли хатĕрсем, икĕ рулон пленка… Унсăр пуçне йăлара усă курмалли япаласем.

Ыр кăмăллăх мероприятийĕсене Тип Тимеш ялĕнчи Елена Карпова пенсионерка йĕркелесе пырать. Вăл пĕрлехи телеграм-каналта пĕлтерỹ вырнаçтарсанах ялсенче пурăнакансем туслăн пикенеççĕ ĕçе. Çỹлерех асăннă таварсене ăсатнă хыççăн, акă, Тăрăмри культура çуртĕнче виçĕ кун хушшинче 10 маскировка сетки çыхма ĕлкĕрнĕ. Çак кунсенчех окоп çуртисем хатĕрлеме пуçăнасшăн.

Чĕре ыйтнипе пурнăçлакан ыр кăмăллăх акцийĕсене педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, пенсионерсем, «Рассвет» ЯХПК правленийĕн, почта çыхăну уйрăмĕн, Анатри Тимешри хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçченĕсем, шкул ачисем хастар хутшăнаççĕ. Йĕркелỹ ыйтăвĕсене татса парассинче Олег Егоров (Тăрăм) пуçаруллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code