Тĕп хулари В.Н.Кочков ячĕллĕ олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем вăй виçнĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Кĕрешĕве — шкула» регионти тапхăрĕн фестивальне 13 çула çитичченхи 500 яхăн спортсмен хутшăннă. Унта Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш) 44 килограма çитичченхи виçере 2-мĕш вырăн йышăннă.