
Совет саманинче агитбригадăсем колхозсен ĕçченĕсене юрă-ташăпа савăнтарнисĕр пуçне конкурссене те хастар хутшăннă. Иван Иноходов журналистăн 1979 çулхи сăн ỹкерчĕкĕнче шăпах районти культура çурчĕ çумĕнчи коллектив республикăри агиткультбытпоездсен фестивалĕнче сăнланнă. Кадрта — ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Виталий Бобин тата Надежда Лисицынăпа Мария Горшкова методистсем.

