Çĕршыв Паттăрĕсен кунĕнче Хабаровскра ятарлă çар операцине хутшăнакансен пĕр йышне патшалăх наградисене панине сенкер экран çинче курма тỹр килчĕ. Унта хамăр ял каччине курсан питĕ тĕлĕнтĕм.

Роман Галимов вăл. Ун çинчен мĕн пĕлнине хыпарласах терĕм хаçата.
Паянхи çĕршыв хỹтĕлевçи Сăрьел ялĕнче 1994 çулта çуралнă. Çичĕ çултан асламăшĕ — Гелсине Абдулловна хỹттинче ỹснĕ. Ачашланса çитĕнмен ача, кил-хуçалăхри пĕтĕм ĕçе хастар хутшăннă. Ялти тĕп, Кушкăри вăтам шкулсенче вĕреннĕ май, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт секцине çỹренĕ, çитĕнỹсем те, призлă вырăнсем те сахал мар унăн. Çапла майпа вăл хăйне пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленĕ. Çар çынни пулас ĕмĕт унăн çав тапхăрта çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Шкул пĕтерсен Роман Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне тăрать. Малалла — Мускаври инженерипе техникăн çар институчĕ. Унта «Çĕнтерỹ кунĕнче çар парадне хутшăннăшăн» медальсене тивĕçнĕ. 2019 çулта аслă шкулпа сывпуллашсан çамрăк лейтенант службăна Хабаровскра тăсать.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан вĕсем тăракан чаçри хăш-пĕр подразделенине унта ăсатнă. Роман Сергеевич та çав йышра. Чылай çапăçăва хутшăнать вăл юлташĕсемпе, темиçе хутчен аманнă та. Çапах та 78 çулхи асламăшне шăнкăравласа «кирлĕ мар» хыпарсемпе пăшăрхантармасть. Паттăрлăх орденне илни çинчен пĕлсен вара ватă питĕ савăннă.
Руслан Галимов капитанпа эпир те мăнаçланатпăр. Çакăн пек паттăрсем пуртан хамăра хỹтлĕхре туятпăр.
Зевдет САЛАХУТДИНОВ,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

