Чăваш Енре наркотик хатĕрĕсене вăрттăн закладкăсене хума çамрăксене явăçтарнипе çыхăннă преступленисене тупса палăртнă.
Аслисем 14 çулти ачана ỹкĕтлесе тата укçапа илĕртсе наркотик сутма явăçтарнă. Наркăмăш сарасси контактсăр майпа пулнăран хăрушлăх çук тесе ĕнентернĕ вĕсем — ача килĕшнĕ. Çийĕнчен çул çитменскер наркотикпа хăй те усă курма пуçланă. Ытларах ниçта та ĕçлемен тата вĕренмен çамрăксем криминалпа аппаланма пуçлас хăрушлăх пысăк. Тепĕр тĕслĕхре арçын ача 9-мĕш класс хыççăн малалла вĕренме кайман. Ĕçе те вырнаçман. Интернетра наркотик сутма сĕнекенсен пĕлтерĕвне асăрханă та — наркотик салатма пуçăннă. 16,17 çулсенчи икĕ каччăпа 18-ти хĕр тунă преступленисем те сисчĕвлентермелле. Хальхинче наркотик сутнă виçĕ тĕслĕхе çирĕплетнĕ. Хĕр микрокредит организацийĕнчен кредит илсе парăма кĕнĕ. Интернетра наркотик сутма сĕнекенсене тупса вĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ, çак ĕçе хайхи каччăсене те явăçтарнă. Колледж-техникумра вĕренекенскерсем занятисене час-часах сиктернĕ — вĕренес кăмăл пулман вĕсен. Туссем наркотик сутнипе пĕрлех унпа хăйсем те усă курнă. Наркотиксемпе усă куракансенчен сутуçа çаврăннă тĕслĕх те пур — 18 тата 20 çулсенчи икĕ йĕкĕт те техникумсенче вĕреннĕ.

