ятпа Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче округри вĕренекенсен фестивальне ирттернĕ.
215 хутшăнакан хăйсен ăсталăхне «Пултарулăх номерĕ», «Сăнарлă ỹнер», «Раштав çăлтăрĕ» номинацисенче кăтартнă. Фойере ачасен ĕçĕсен пуян куравне те йĕркеленĕ, унпа кăрлачăн 25-мĕшĕччен паллашма май пур.
Асамлăха çаврăннă мероприятире илеме юратакансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата 4-мĕш округри благочиннăй Василий иерей саламланă. Унта пĕр ача та дипломсăр тата пылак кучченеçсĕр юлман. Вĕсемпе тивĕçтерекенĕсем — округри чиркỹсен настоятелĕсемпе «Вăрнарти СОМ завочĕ» ООО ертỹçи Федор Волков.

