Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта Чăваш Енре 8922 ача çуралнă.
Çав шутра — 4366 хĕр ача тата 4556 арçын ача. Статистикăн интереслĕ ỹкерчĕкĕ сăнланать: пĕлтĕр çуралнă 3131 пепке — çемьесенче пĕрремĕш, 2826-шĕ — иккĕмĕш, 1959-шĕ — виççĕмĕш, 991-шĕ — тăваттăмĕш е ун хыççăнхи ачасем. Çакна та палăртмалла: пĕлтĕр ача çуратнă хĕрарăмсен хушшинче 29 çулти амăшĕсем ытларах.

