Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нотариус патне — портал урлă

Нотариус патне — портал урлă

Сирĕн нотариус патне çырăнмалла-и? Чăваш Енре пурăнакансем ку ыйтăва нотариус палатине шăнкăравламасăрах е черет тăмасăрах татса пама пултараççĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталне кăна кĕмелле, унтан нотариуса суйламалла, хăвăра меллĕ вăхăта палăртмалла, документсене ярса памалла.

Асăннă сервиса РФ Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви Федерацин нотариус палатипе пĕрле йĕркеленĕ. Ăна хута ярасси РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă «Цифра экономики» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать. Шантару хучĕ çырмалла-и, еткерлĕх уçмалла-и, ку е вăл ĕç пирки килĕшỹ тумалла-и — нотариус патне сервис урлă çырăнни сирĕн вăхăта палăрмаллах перекетлет. Сервиспа 80 пине яхăн çын усă курнă та ĕнтĕ, унăн ансатлăхне хакланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code