Шупашкарта право сыхлавĕн ĕçченĕсем сутма юраман япаласене халăх хушшинче сарма хăтланнă 31 çулти арçынна тытса чарнă. Вăл вăрттăн вырăнтан наркотикĕн партине пырса илнĕ. Полици ĕçченĕсем туртса илнĕ тĕркемре 200 грамм ытла мефедрон пулнă, ăна экспертизăна янă. Йĕркене пăсаканăн хваттерĕнче наркотике пĕчĕк пайсем çине пайласа чĕркемелли пакетсем, ытти хатĕрсем тупнă.
Шупашкар арçынни тивĕçлипе явап тытĕ.

