2023 çулхи раштав уйăхĕнче Курнавăш ялĕнчи Иван Козлов çар службине Президент полкĕнче тăма тивĕçни çинчен кĕскен çырнăччĕ. Ун чухнех демобилизаци йĕркипе таврăнсан тĕл пулма тĕллев лартнăччĕ. Пĕр çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ…

— Ваня, эсĕ мĕнле çар чаçĕнче службăра тăма ĕмĕтленнĕ?
— Атте, Валерий Георгиевич, Тинĕс-çар флотĕнче виçĕ çул подводник пулнă. Манăн та моряк пулас килетчĕ.
— Апла пулин те эсĕ элита подразделенине — Президент полкне лекнĕ. Унта вара кашнинех илмеççĕ. Мĕне кура суйлаççĕ вăл чаçе?
— Славян сăнлисене. Пỹ çỹллĕшĕпе 175 сантиметртан кая пулмалла мар. Кĕлеткен уçă вырăнĕсенчи тур палли, суран йĕрĕ, татуировка ун пек чухне «ытлашши». Çак критерисем мая килсен шухăш-кăмăла ыйтса пĕлеççĕ.
Малалла медицинăпа вăй-хал хатĕрленĕвĕн тĕплĕ тĕрĕслевĕ. Уйрăм калаçу вăхăтĕнче полковникпа лейтенант психика тĕлĕшĕнчен тĕпчерĕç. Ун хыççăн — Кремльти полка.
Çĕршыв шайĕпе пирĕн призывра 1500 çамрăка çак «ала» витĕр кăларнă, 750-шне суйласа илнĕ. Чăвашран 22-н пултăмăр унта. Çакна та каласшăн: пирĕн регионтан кĕркунне çеç йышăнаççĕ. Ку мĕнпе çыхăннă — калаймастăп.
— Салтакăн кунĕ еплерех иртет?
— Президент полкĕ виçĕ çĕрте вырнаçнă. Пĕри, эпĕ унта тăнă, Кремль территорийĕнче, «Арсенал» ятлă. Иккĕшĕ — Мускав облаçĕнче. Полка суйласа илнĕ чухне водитель прави пуррине те шута илнĕ. Ялти шкултан В, С категорипе тухнă та, службăра кирлĕ те пулчĕ: груз турттаракан автомашина шанса панă мана.
Службăн пирвайхи уйăхĕ облаçри çар лагерĕнче «учебкăра» иртрĕ. Строй, вăй-хал хатĕрленĕвĕнче, чăннипе калатăп, йывăрччĕ малтанах. Собор площадĕнче присяга тытнă хыççăн пире авторотăна, спецназа, церемониал ротине пайларĕç. Пиртен уйрăм лашасен эскадронĕ те пур.
Вырсарникун — кану кунĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн 2 сехет çывăрмалли вăхăт. Кашни салтак пекех наряда та çỹренĕ.
— Дисциплина тĕлĕшĕнчен мĕнле унта?
— Питĕ çирĕп. Уставсене лайăх пĕлес пулать. Техникăна яланах юсавлă тата тап-таса тытса тăмалла. Карас телефонĕпе е ытти хатĕрпе полкри объектсене ỹкерме юрамасть — уншăн наказани кĕтет. Хулана е облаçе машинăсемпе ĕçпе тухса çỹренĕ-ха, анчах увольненине кăлармаççĕ.
— Президента курма тỹр килмен-и?
— 200 метртан çеç. Майăн 9-мĕшĕнче вăл Паллă мар салтак вил тăпри çине чечексем хунă самантра.
Сăмах май каласа хăварасшăн: Кремльти Успени соборĕнче патриарх Кирилл ирттернĕ литургинче те пулнă эпир. Вырсарникун салтаксем валли культурăллă программа хатĕрлеççĕ. Президент оркестрĕн пултарулăхĕпе тăтăшах киленетĕн вара. Эстрада юрăçисен концерчĕсенче Николай Баскова, Филипп Киркорова, Люся Чеботинăна тата ыттисене те курнă.
— Хĕрлĕ площадьре караулта тăракан часовойсем пирки пĕлес килет.
— Унта контрактниксем çук, пĕр çул службăра тăракан церемониал ротинчи салтаксемех хутшăнаççĕ. Пурте вĕсем 185 сантиметр пỹллисем. Вĕсене офицерсем çирĕп хатĕрлеççĕ. Унта хăв кăна пултарни çителĕксĕр, стройри кашни хусканăва пĕрле тата пĕрешкел тумалла.
…Президент полкĕнче çар хатĕрленĕвĕ енĕпе лайăх кăтартусемпе палăрнăшăн Иван Козлова «Отличник ФСО России», «Кремень», Хĕрес паллăсемпе чысланă. Халĕ вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн радиотехника тата автоматика факультетĕнче вĕренĕве малалла тăсать.
Калас пулать, Ваньăн алли çăмăл-и, ун хыççăнах çĕршывăн элитлă çарне Сергей Микихина илнĕ. Вăл та Курнавăшран. Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, юлашки 10 çулта пирĕн округран Президент полкне никама та урăх мобилизацилемен. Чăннипех мăнаçланмалăх.
Николай МАЛЫШКИН.

