Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви кашни кварталпа ГТО рейтингне тишкерсе пĕтĕмлетет.
Палăртма кăмăллă: пирĕн округ 2024 çулхи 4-мĕш квартал кăтартăвĕсемпе хăйĕн «титулне» каялла тавăрнă. Призерсен йышĕнче — Каçалсемпе Етĕрнесем. Иртнĕ çулхи 3-мĕш кварталта эпир 5-мĕш пулнă, малтисем вара — Етĕрнесем, Каçалсем, Тăвайсем.

