Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăхшăн тăрăшакан

Малашлăхшăн тăрăшакан

Çивĕч ăслă, талантлă, вĕренỹре тата обществăлла ĕçсенче пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă ачасене хавхалантарас тĕллевпе кашни çул Республика Пуçлăхĕн стипендийĕпе чыслаççĕ.

Кăçал пысăк сума Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкултан 16 вĕренекен тивĕçнĕ. Вăл йышра — 9-мĕш класра пĕлỹ пухакан Дарья Антонова та. Тăрăшулăхĕ, çирĕп те ырă кăмăлĕ, çутă ĕмĕчĕ ăнăçусен çулĕпе илсе пыраççĕ ăна. Тĕрлĕ предмет олимпиадисемпе конкурссене хутшăнса вăл хăйĕн тавра курăмне тĕрĕслет, шкул тата класс тулашĕнчи ĕçсенчен нихăçан та айккинче тăрса юлмасть. Пур хушăва та кăмăлтан пурнăçлать, çав вăхăтрах хăй те ыттисене сĕнỹсем парса пулăшса пырать.

Даша — шкулти «Эпир — пĕрремĕшсем» юхăмăн председателĕ. Ушкăн регион шайĕнче те палăрса тăрать. Харсăрскер ăçта кăна ĕлкĕрмест-ши? Унăн пултарулăхне шкулти «Акварель» ушкăнпа пĕрле спектакльсенче те курса тĕлĕнетĕн. Хор коллективĕсен конкурсĕсем те вăл хутшăнмасăр иртмеççĕ. Республикăри «Ялта чи лайăххисем» фестивальте юрăçсен тупăшăвĕнче мала тухнăшăн та питĕ хĕпĕртерĕмĕр.

Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи çамрăксен «Тарават» фольклор ушкăнĕн чапĕ тахçанах таврана саланнă. Йĕркеленни çулталăк кăна иртнĕ-ха, коллектив вара регион шайĕнчи фестивальсенче те палăрма ĕлкĕрчĕ. Даша Антонова кунта та хастар.

Шухăшран кăштах пăрăнса çакна палăртас килет: хĕр ачан кукамăшĕ, Валентина Зайцева, мĕн чăмăртаннăранпа Тỹскелĕнчи «Шуçăм» ансамбльте юрлать. Дашăн чăваш халăх юррисене юратаслăхĕ çывăх тăванĕнчен куçнă та ĕнтĕ.

Шкулта çакăн пек чăвашлăха юратакан тата малашлăхшăн тăрăшакан ачасем пурришĕн савăнас килет. Вĕсем хавхаланса ĕçлеме вăй-хал параççĕ. Ытти ачасемшĕн — ырă тĕслĕх.

Надежда КУШМАНОВА,
вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code