Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова февралĕн 19-мĕшĕнче пулса иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕпе, округ администрацийĕн тата культура учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.
Калаçăвăн тĕп темисем — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăва тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе хак парасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ тапхăрти ыйтусене уçăмлатасси пулнă.
Çырура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн юлашки 5 çулхи çитĕнĕвĕсене туллин çутатса панипе пĕрлех 2025-2030 çулсенчи аталану планĕпе те паллаштарнă. Информаци кунне ертсе пыракансем халăхпа тĕл пулнă вăхăтри калаçура та Чăваш Ен Пуçлăхĕ уйрăмах ялти пурнăçа лайăхлатассипе палăртнă тĕллевлĕ ĕçсене, регионăн çак тапхăрти строительство отраслĕн çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хаклани, социаллă пĕлтерĕшлĕ темăсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене медицина пулăшăвĕ парассине… тата ытти нумай ыйтăва мала кăларса тăратни уççăн йĕрленнĕ.
Леонард Левый тата Алевтина Федорова Çыруран кулленхи ĕçре усă курма питех те кирлĕ, паха информаци илнине, вĕсене тĕпе хурса малалла мĕнле ĕçлемеллине палăртса пынине каланă.
…РФ Президенчĕ Владимир Путин 2025 çулта Раççейре Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкне ирттересси çинчен пĕлтернине тĕпе хурса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та Чăваш Енре Çĕнтерỹ тата патриотизм çулталăкĕ пулассин тĕлĕшĕпе Указ кăларнă. Ку чухне, паллах, хальхи вăхăтра пирĕн ентешĕмĕрсем çĕршыври ытти халăх представителĕсемпе пĕрле ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хỹтĕленине шута илмесĕр май çук. Вĕсем темиçе фронтра Раççей çĕршывне хỹтĕлеççĕ.
Леонард Левый Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнса пире мирлĕ пурнăç парнелекенсене пурне те сума сăвас тĕллевпе округ шайĕнче тĕрлĕ мероприятисем ирттерессине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл республика Пуçлăхĕн хушăвне пурнăçласа юлашки тапхăрта округра пурăнакан тыл ветеранĕсене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чыслани пирки те чарăнса тăнă. Сăмах май, информаци кунĕнче Курнавăш территори пайĕнче пулнипе усă курса Петр Егоров, Ангелина Семиндяева, Анастасия Поликарпова тыл ветеранĕсен килĕсене çитсе юбилей медалĕсемпе чысланă. Леонард Васильевич палăртнă тăрăх, кашни ветеран патне çитсе хисеп туни вĕсен Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнин пĕлтерĕшне, ентешĕмĕрсем ятарлă çар операцине хутшăнса пурнăçлакан ĕçсене тивĕçлипе хаклама вĕрентет, çитĕнекен ăрăва паттăрсен мухтавлă тĕслĕхĕпе усă курса воспитани пама тĕллев лартма хистет.
Светлана АРХИПОВА.

