Çак сăлтавпах ашшĕ-амăшĕпе калаçрĕ те, отпуск вĕçлениччен авланса пикене тăван килне кĕртсе хăварма шутларĕ. Натали те хирĕç пулмарĕ. Ултă уйăх пĕр-пĕрне курмасăр тỹсесси юратакан чĕресемшĕн темех мар пек туйăнчĕ.
Хĕре килĕшсе кайнă тепĕр куннех çĕр çĕмĕрттерсе туй туса ирттерчĕç. Çĕнĕрен чăмăртаннă çемье тĕп килте пурăнма пуçларĕ. Андрейăн çемйи пысăк. Ачасенчен чи асли вăл, ун хыççăн тата пиллĕкĕн. Çĕнĕ çемье тĕвĕленчĕ, анчах мăшăрăн çур çула уйрăлма тивет. Иккĕшĕ те куççульне пытараймарĕç вĕсем. «Кĕçех таврăнăп, урăх нихăçан та уйрăлмăпăр», — шантарчĕ салтак çамрăк арăмне. — Юрататăп сана, чунăм»…
Çур çул чăннипех те хăвăрт иртсе кайрĕ. Наталин варĕнче пĕчĕк пепке йăшăлтатрĕ. Ĕçлеме те нумай тивнĕрен хĕрарăм канăç мĕнне пĕлеймерĕ. Çемйи те пысăк çав, çумалли-тасатмалли чылай, апат хатĕрлемелле. Малтанхи кунсенче Андрейран çыру час-час килсе тăчĕ пулсан, юлашки вăхăтра сайра-хутра çеç савăнтаркаларĕç вĕсем. Пĕр çырăвĕнче пысăк саспаллисемпе: «Часах таврăнатăп. Кĕт», — тесе çырни çамрăк кине хавхалантарчĕ.
Кĕтрĕ Натали, шанчĕ, ырă ĕмĕтпе пурăнчĕ. Декабрь уйăхĕ те вĕçленчĕ, анчах Андрей тăван килне таврăнаймарĕ-ха.
Темшĕн чунĕнчи лăпкăлăх çухалчĕ хĕрарăмăн. Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илнĕ хыççăн пĕр уйăх çурăран çамрăк арăм ырă мар çыру илчĕ: «Каçар. Вырăс хĕрарăмĕ хамран вăйлăрах пулчĕ, — тенĕ вăл хăйĕн кĕске çырăвĕнче. — Эпĕ… авлантăм. Тĕрĕсрех каласан çак хулана качча тухрăм. Соня ман пуçа çавăрса ячĕ. Эп телейсĕр. Эпĕ вăйсăр. Анчах ан ман, эпĕ сана çеç юрататăп».
Мĕне-мĕне, çапах та çакăн евĕр çырăва хĕрарăм, чăн та, кĕтмен. Натали кăшкăрса йĕме пуçласан хунямăшĕ лăплантарма хăтланчĕ:
— Турăран хăра. Ачу кĕçех çĕр çине килмелле. Тархасшăн лăплан, — терĕ вăл кинне çупăрласа. — Андрей те ухмах ĕнтĕ. «Ачи хамăн та, ăсĕ хăйĕн», — тесе ахальтен каламаççĕ ваттисем. Çакнашкал арăма пăрахма-и?..»
Пулас амăшĕшĕн пĕр вăхăта çут тĕнче тĕксĕмленчĕ. Кунĕпе, çĕрĕпе макăра-макăра, куççульпе çăвăнса хỹхĕм сăнне-питне кĕске вăхăтра çухатрĕ тейĕн. Варĕнчи ачи пурăнма вăй пачĕ ăна: «Пурăнатăпах. Ачам йĕркеллĕ çеç çуралтăр», — терĕ кăштахран. Чунĕпе çирĕпленчĕ вăл.
Паттăр ывăл килчĕ тĕнчене. Упăшки çине тарăхнă пулсан та пепкине унăн ятне пачĕ Натали. Мĕнех тăвăн? Юрату кĕлленмен-çке-ха, юнĕ хăйĕн. Пĕчĕк Андрей пĕр уйăх тултарсан мăшăрĕн çемйи пулăшнипе тăлăх хĕрарăм кивĕ çурт илсе унта пурăнма куçрĕ. Ачи пăртак тĕрекленме пуçласан тăван хуçалăха ĕçлеме вырнаçрĕ. Пурнăçĕ хуллен майлашăнса йĕркеленсе пычĕ. Андрейăн тăванĕсем пăрахмарĕç ăна. Мăнукĕ каснă лартнă ашшĕ-çке: хăтланăшĕ те, кулли те, куçĕсем те. Ăслă калаçăвĕпе ачаллах амăшне йăпатма пĕлет хăй. «Аннеçĕм, куççульне шăл-ха. Эпĕ макăрмастăп вĕт», — тет пĕрмай амăшĕ салхулланнине, куçĕсенчен куççуль тумланине курсан.
Вăхăт малалла шурĕ. Тирпейлĕ те сăпайлă хĕрарăма качча илес текенсем пĕрре анчах мар пулчĕç. Урăх качча тухма шутламарĕ Натали, кашнинчех çирĕппĕн: «Çук», — тесе хуравларĕ. Суранĕ тỹрленмерĕ унăн, вăхăт-вăхăт чĕпĕтсех ыратрĕ. «Çемьери пурнăçпа йăпанса пурăнмалли телее Турă пỹрмен пулсан, мĕншĕн тепĕр хут качча тухас-ха манăн? Пĕртен-пĕр йăпанăç та — ывăлăмра», — тесе лăплантарчĕ хăйне.
Кăшт вăхăт иртсен Андрей яла куçса килчĕ. Вырăс майрипе пурнăçĕ ăнман ахăр унăн. Вăтаннипе чылайччен пырса калаçаймарĕ вăл Натали патне, çапах та пĕринче хăюлăх çитерсе пычĕ-пычех. Упăшки темĕнле ỹкĕтлесен те: «Сиртен урăх ниçта та, никам патне те каймăп», — тесе каçару ыйтсан та каçармарĕ Натали. Пĕр сутнă çын тепре сутмĕ тесе кам шантарĕ? Пурнăçра тепĕр хут хуçăласран, çав асапа чĕри урăх тỹссе ирттереймесрен хăрарĕ пулинех хĕрарăм. «Каснă чĕлле çĕнĕрен çыпăçтараймăн», — терĕ çеç салхуллăн. Ашшĕ ывăлне çепĕç сăмахсем каласа çумне пăчăрта-пăчăрта ыталани ун чĕрине хускатрĕ пулин те çирĕп тăчĕ. Андрей тухса кайсан вара урайне выртса ỹлесе йĕчĕ, хăйне хăй вăрçрĕ…
Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ. Ывăлĕ те çемьеленчĕ. Виçĕ ача унăн. Асли — салтакра, иккĕшĕ шкула çỹреççĕ. Натали аппа ывăлĕн çемйипе пурăнать. Хисеплеççĕ ăна, юратаççĕ. Телейсĕр юратупа хуçăлнă хĕрарăм ывăлĕпе кинне çемьене упрама пиллет.
«Юрату телейсĕр килсе тухрĕ, вăхăт-вăхăтпа пурнăç мĕнле йывăр пулсан та пуçăма усмарăм, шăла çыртса пурнăç çулĕпе малаллах утăмларăм, ырă ятăма ямарăм. Мухтав Турра, сывлăх, хăват пачĕ вăл мана: çынран ыйткаласа тата тилмĕрсе пурăнасран упрарĕ. Ĕçлеме ỹркенмерĕм, çурта çулран-çул çирĕплетсех пытăм. Халĕ ĕнтĕ ачасен, мăнуксен телейĕпе савăнатăп», — çапла чунне уçрĕ вăл пĕринче кинĕ умĕнче…

