Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрĕслемесĕрех сутлăха кăларнă

Тĕрĕслемесĕрех сутлăха кăларнă

Следстви комитечĕн вырăнти органĕсем пухнă материалсене суд Пăрачкав районĕн выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн пуçлăхĕн çумĕ тĕлĕшпе приговор палăртмашкăн çителĕклĕ тесе хакланă.

Ăна УК 292 статйин 1-мĕш пайĕпе (службăри ултав) айăпланă. Следстви тата суд палăртнă тăрăх, хĕрарăм асăннă должноçра ĕçленĕ май ултав çулĕ çине тăнă. Хăй ĕçлекен учреждени сĕт пухса сутакан организаципе тунă килĕшĕве упраса хăварса хушма тупăш илтĕр тесе вăл чĕр тавара тĕрĕслемесĕрех патшалăхăн шута илмелли информаци тытăмне тивĕçлĕ кăтартусем кĕртнĕ. Çавăн пекех ветеринари свидетельствисене сĕтĕн ветеринари-санитари экспертизисене ирттернине çирĕплетекен кăтартусене çырнă. Çакă 2023 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа 2024 çулхи нарăсченех тăсăлнă. Çавна май санитари енĕпе тĕрĕслемен продукци çаврăнăша тухнă.

Саккуна пăснине СК следователĕсем район прокуратурипе пĕрле ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнă. Суд хĕрарăм преступлени тунине çирĕплетнĕ, айăпа çăмăллатакан самантсене шута илсе ăна 30 пин тенкелĕх штрафланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code