Хальхи вăхăтри çитĕнекен ăрушăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи — аякка юлнă истори. Апла пулин те вăрçă çинчен çырнă кĕнекесемпе ытти тĕрлĕрен литература произведенийĕсем ăна ăрусен асĕнче сыхласа хăварма пултаракан тата вĕсенче патриотизм туйăмне çирĕплетекен çăл куçсенчен пĕри пулса тăнине ăнланатпăр.

Кăçал 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине асра тытса Елчĕкри тĕп библиотекăра «Читаем книги о войне» ятпа патриот сехечĕ йĕркелесе ирттертĕмĕр. Унта библиотекăн çамрăк вулаканĕсене йыхравларăмăр. Мероприяти пуçламăшĕнче вăрçă çинчен çырнă кĕнекесене тишкертĕмĕр.
Ачасенчен малтанах Лев Кассиль çырнă «Рассказ об отсутствующем» произведение вуласа тухма ыйтнăччĕ. Унта пĕр хăюллă арçын ача вăрçă вăхăтĕнче совет салтакне епле вилĕмрен çăлăнса тухма пулăшни пирки çырса кăтартнă.
Разведчик хăйне награда панă чухне çар ертỹçисемпе юлташĕсене хăйне вилĕмрен хăтарса хăварнă паттăр çинчен каласа кăтартнă. Ункăра пулнă чухне салтак йывăр аманнă, анчах палламан арçын ача ăна тарма пулăшас тĕллевпе юриех нимĕçсен куçĕ умне пулса вĕсене айккине пăрăнма, тимлĕхе çухатма май туса панă. Хăюллă та çирĕп кăмăллă арçын ача аманнă разведчик пурнăçне çăлса хăварнă, хăй вара — вилнĕ.
— Çак кĕнеке пире паттăрсен çутă сăнарне асра тытма, Тăван çĕршыва юратма тата патриот туйăмлă пулма вĕрентет, — тесе пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем.
Диана ВАСИЛЬЕВА,
тĕп библиотекăри право центрĕн
заведующийĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулăва хутшăннă вĕренекенсем.

