Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Палаткăри музей

Палаткăри музей

Елчĕкри Октябрь урамĕнче «Водолей» лавкка тытса тăракан Валерий Изратов хăйне евĕрлĕ çын. Теветкеллĕскер, лара-тăра пĕлменскер, хăй шутланине яланах пурнăçа кĕртме тăрăшаканскер.

Валерий Васильевича «илем элчи» тесе те калас килет. Çав туртăм аппăшĕсенчен — Татьяна Шарковăпа Галина Изратова ỹнерçĕсенчен куçнах. Нумайăшĕ асăрханă: Çĕнĕ çулччен пĕр уйăх маларах унăн лавкка умĕ тĕрлĕ çутă вылявĕсен, тĕрлĕ чĕр чунсен лапамне çаврăнать. Нихăш çул та пĕрешкел йĕркелемест вăл.

Аслă Çĕнтерỹ кунне паллă тăвасси предпринимательшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унăн ашшĕ те, амăшĕ те вăрçă участникĕсем. Лавккапа юнашарах, акă, ветерансене сума суса «Вĕсем çĕнтернĕ», унсăр пуçне çар службинче пулнă хăйĕн тата ывăлĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене «Вĕсем хỹтĕленĕ» стендсене вырнаçтарнă. Мăнукĕсем — «Пулас хỹтĕлевçĕсем» пайра.

Пултарулăхăн вĕçĕ çук теççĕ. Çĕннине яланах çул пама хăнăхнă пенсионер тата малалла кайнă: урамра, палаткăра, музей йĕркеленĕ. Вăл та лавкка çывăхĕнчех. Кăна та, Аслă Çĕнтерĕве халалланăскере, иртен-çỹрен асăрхамасть мар — Раççей ялавĕ вĕлкĕшет унта. Хыçал енче — вышка, унта — часовой-пограничник. Валерий Васильевич хăй чикĕ хуралĕнче хĕсметре тăнă та, урăхла епле пултăр.

Палаткăна кĕретпĕр. Çар юрри шăппăн илтĕнет. Темĕн те пур кунта. Шутне вара калаймарĕ йĕркелỹçĕ. «Общий ход II мировой войны (IĕIXĕ1939-2ĕIXĕ1945)», «Вторая мировая война» карттăсем кашни шкултах пур-ши халĕ? Кивĕ сĕтел çинче лампа, пичетлемелли машинка, телефон. Стена çинче — Сталин портречĕ. Юнашар — «санчасть», кравать çинче «аманнă» салтак выртать. Медсестран пулăшу пама сиплев хатĕрĕсем те пур. Радист сăнарĕ те ĕнентерỹллĕ. Наушникпа, раци пĕрре кăна та мар.

Пысăк тупрасен хушшинче Валерий Васильевичăн ашшĕпе амăшĕн портречĕсем, медалĕсемпе вĕсен докуменчĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

«Фронт» тата «тыл» сăмахсене синоним шутне кĕртес килет. Вĕсен пĕрлĕхĕсĕр ниепле те. Çавна май пуçаруллă арçын кил-хуçалăхри хатĕрсене, унти ĕç-пуçа сăнлани питĕ паха. Шăнарçă, чашăк-тирĕк, лампăсем, краççын… — ĕлĕкхисемех. Ача ал арманĕпе тырă авăртать, тулă миххи те çавăнтах. Лаша кỹлмелли хатĕрсене вырăн уйăрни те аван.

— Сỹсмен, йĕнерчĕк таврашне ачасем пĕлмеççĕ, «Мĕн япали ку?» тесе ыйтаççĕ, — кăштах пăшăрханăвĕ те пур музей хуçин.

Валерий Изратовăн уçă вырăнта музей йĕркелес шухăш иртнĕ çул Аслă Çĕнтерỹ уявĕ хыççăн çуралнă иккен. Япаласем хăй нумай пуçтарнă, çынсем те илсе килсе панă. Мал шухăшсем вара унăн вĕçленмен-ха (музей ĕçĕ çапла вăл): палатка умне çатан карта тытасшăн, вутă сыпписенчен лармалли тăвасшăн, килен-каяна вĕри чей ĕçме услови йĕркелесшĕн. Пулассине пĕтĕмпех уçса парар мар-ха — хăвăр килсе курăр…

Валерий Изратовăн тупра вырăнĕпе ачасем паллашма пуçланă ĕнтĕ. Паттăрлăх урокĕсем ирттерме питĕ меллĕ кунта.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code