Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр пирки округра пурăнакансем пĕлмеççĕ мар. Хаçатăн паянхи номерĕнче унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен паллаштарасшăн.
Пирĕн учреждени социаллă пулăшу кирлĕ ватă тата сусăр çынсемпе, йывăр шăпаллă çемьесемпе ĕçлесе пырать. Тăватă направлени — пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме хăй тĕллĕн пурăнайман тата сусăр çынсене пулăшу паракан, пулăшу кирлĕ çемьесемпе тата ачасемпе ĕçлекен, пулăшу ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе тимлекен, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсем пурăнакан уйрăмсем пирĕн.
2024 çулта хăй тĕллĕн пурăнайман тата сусăр çынсене пулăшу паракан уйрăмра 92 çын шутра тăнă. Вĕсенче 56-шĕ тỹлевсĕр, 92-шĕ хушма тỹлевлĕ пулăшупа усă курнă. Вĕсене центр урлă ĕçлекен 74 ĕçчен пулăшу панă: кил-çурта тирпейленĕ, вутăпа е шывпа тивĕçтернĕ, мунча кĕртнĕ, эмелсем илсе килнĕ…
Центрăн ятарлă автомашинипе «мобильлĕ бригада» ялсене тухса çỹрет. Иртнĕ çул — 36 хутчен. Чирлĕ ватăсене унпа тĕрлĕ медицина учрежденийĕсене те илсе çитеретпĕр. Диспансер тĕрĕслевне тухма та.
2022 çултанпа республикăри «Старость в радость» ятлă пулăшу фончĕпе çыхăнура. Пĕлтĕр, акă, пĕччен пурăнакан, пенси сахал илекен 8 çынна вутă, 18 çынна апат-çимĕç пуххи парса пулăшнă.
Кулленхи ĕçре пушар хăрушсăрлăхĕн, мошенниксенчен асăрханассин ыйтăвĕсене те çĕклетпĕр.
Центрта учетра тăракан 22 çемье. Вĕсенче 52 ача çитĕнет. Виçĕ çемье уйрăмах тимлĕ пулмалли ушкăна кĕреççĕ. Çуллахи каникулта йывăр çемьесенче çитĕнекен 50 ача шкулсем, 29-шĕ хуласен çумĕнчи лагерьсенче канчĕç. «Вĕренме кайма пулăш» акцие хутшăнса 21 ачана тĕрлĕ вĕренỹ хатĕрĕсем, рюкзаксем парнеленĕ.
Учрежденире компьютер вăрттăнлăхне алла илме ятарлă пỹлĕм пур. Финанс пĕлĕвĕпе пуянланас тесен банк ĕçченĕсем пулăшаççĕ.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра 22 çын канлĕх тупнă. Условисем туллин тивĕçтереççĕ. Пỹлĕмсенче çутă та таса, апат пахалăхĕ лайăх, медицина пулăшăвĕпе вăхăтлă тивĕçтереççĕ, час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Коллектив вырăнти шкулпа (директорĕ — Виктор Карчиков), АСК-«Яльчики» хуçалăхпа (Юрий Галкин), культура çурчĕпе, округри инвалидсен обществин уйрăмĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Патăрьелĕнчи энергосбыт компанийĕ те (Дмитрий Гаврилов) — спонсорла пулăшу паракансен туслă йышĕнчен. Стационарта çулсерен юсав ĕçĕсем ирттеретпĕр.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене те тимлĕх уйăратпăр эпир. Ку тĕлĕшпе округра координаци центрĕ йĕркеленĕ. Унăн ĕçне пирĕн центр сотрудникĕсем пурнăçлаççĕ. Паянхи куна 178 социаллă паспорт хатĕрленĕ вĕсем. Халĕ СВОна урăх регионсенчен кайнă ентешсен çемйисене те çав йыша кĕртнĕ. Кирек мĕнле ыйтăва та вăхăтра татса пама тăрăшатпăр.
Владимир ФЕДОРОВ,
Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ.

