Донор тивĕçне пурнăçласа эсĕ камăн та пулин пурнăçне çăлса хăварма хутшăнатăн.
Ытларикун Елчĕкри тĕп больницăра Донор кунĕ иртрĕ. Эпĕ те айккинче юлмарăм ыр кăмăллăх акцинчен. Маншăн хăнăхнă ĕç пекех ку — 54-мĕш хутчен патăм юн. Çак утăма туни организмшăн та усăллă тесе шутлатăп. Эпĕ хама çакăн хыççăн яланах лайăх туятăп.
С.МОЛЬКОВА, Раççей хисеплĕ донорĕ,
Аслă Елчĕк.

