Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр улми ярмăркки иртнĕ

Çĕр улми ярмăркки иртнĕ

Шупашкарта пуш уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче регионсем хушшинчи «Çĕр улми — 2025» курав-ярмăрккă иртнĕ. Унта çĕршывăн 17 регионĕнчен 70-е яхăн компани хутшăннă, агросферăри çитĕнỹсемпе тата çĕнĕлĕхсемпе, пирĕн республикăри аграрисем 19 тĕрлĕ çĕр улми вăрлăхĕпе паллаштарнă.

ЧР Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, курав 2009 çултанпа иртет, унта Раççейри çĕр улми туса илекенсем тата вĕсемпе тачă çыхăннă отрасльсенче тăрăшакансем пуçтарăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашаççĕ, çитĕнĕвĕсене кăтартса параççĕ. Ял хуçалăх техникин куравĕ те çулсерен нумай çынна пуçтарать.

Мероприятире кашниех çĕр улми çитĕнтерекенсенчен ỹсен-тăрансене хỹтĕлемелли меслетсем çинчен ыйтса пĕлме, тĕрлĕ сортлă çĕр улми тутанса пăхма, вăрлăхлăх туянма пултарать.

Ярмăрккăна «Слава картофелю» агрофирма ĕçченĕсем те хутшăннă, унта пулса курнисем вĕсенчен «Краса Мещеры», «Пламя», «Гала» сортлă «иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхĕсене хапăлласа туяннă. Çавăн пекех курав вăхăтĕнче ытти организацисемпе фермерсем те тĕрлĕ сортлă çĕр улми, пĕтĕмпе 50 тонна таран, сутма илсе пынă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code