Февралĕн 28-мĕшĕнче Елчĕкри кану центрĕнчи тĕл пулăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, министрсем, округ ертỹлĕхĕ тата округри актив хутшăнчĕ.
Правительство кунне Олег Николаев уçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл муниципалитет округĕ юлашки çулсенче хăш-пĕр тытăмра курăмлă ỹсĕм тунине палăртрĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче министрсем тухса калаçрĕç. Вĕсем республика çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, округ Чăваш Енĕн экономика аталанăвне тата социаллă пурнăçне мĕнле тỹпе хывнине асăнчĕç.
Олег Николаев палăртнă тăрăх, округ республикăра тырă лартса илес тата пухса кĕртес тĕлĕшпе, çавăн пекех аш-какайпа сĕт туса илес енĕпе малта пыракан позицисене йышăнать. Çапах та округра ял хуçалăх продукцине вырăнта тирпейлес енĕпе ĕç уксахлать. Олег Алексеевич çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ округра пурăнакансем хушшинче ирттернĕ ыйтăмăн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки те каларĕ. Вăл çакна çирĕплетнĕ — округра пурăнакансен 25 проценчĕ Елчĕкре кинотеатр кирлине пĕлтернĕ. Ырă хыпар — пуçлăх кинотеатр кăçалах хута каяссине хыпарларĕ. Унсăр пуçне çĕнетнĕ шкулсемпе культура çурчĕсем, çĕнĕ амбулаторисемпе юсанă çулсем округ сăн-сăпатне улăштарĕç, округри халăхăн пурнăçĕн шайне ỹстерĕç.
— Округăн аталанмалли майсем çителĕклĕ. Эпир сирĕн пуçарусене тĕрев пама хатĕр, — палăртрĕ тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев.
Пысăк шанчăк — çывăх çулсенче округра карбоксиметилцеллюлоза туса кăларакан завод хута ярасси. Вăл округ экономикин конкуренци пултарулăхне ỹстерессинче тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессинче пысăк шанчăк парать.
Елчĕксем чылай кăтартупа — малта
Округăн пурнăçланă тата пурнăçламалли ĕçĕ-хĕлĕ пирки Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Леонард Левыйăн округăн 2020-2024 çулĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетсе, Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăçлас тĕллевпе малашлăх 5 çулхи задачăсене палăртса хатĕрленĕ доклачĕ урлă пĕлĕпĕр:
«Пилĕк çулхи тапхăрта округра экономика ỹсĕмлĕ пулни, инфратытăм ырă енне улшăнсах пыни паллă. Организацисен тавар çаврăнăшĕ 1,5 хут ỹснĕ (2019 çулпа танлаштарсан 2 миллиард та 838 миллион тенкĕ, 2024 — 4 миллиард та 483 миллион тенкĕ). Экономика аталанăвне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем пысăк тỹпе хываççĕ. Пĕчĕк бизнес сферинче 1650 çын тăрăшать, хăйсен ĕçĕсене йĕркеленисене шута илсен çак цифра 2340 çынпа танлашать (экономика тытăмĕнче тăрăшакансен 65 проценчĕ). Сăмах май, 2024 çулта пĕчĕк предприятисен вăйĕпе туса хатĕрленĕ таварсен калăпăшĕ 3 миллиард та 557 миллион тенкĕпе танлашнă — 5 çул хушшинче 80 процент ỹснĕ.
Экономикăн промышленность секторĕ активлă аталаннине те палăртмалла. 2021 çулта нефть кăларнă чух усă куракан модификациленĕ крахмал тата минераллă порошок туса кăларас енĕпе икĕ пысăк цех уçнă. Туса кăларнă продукци калăпăшĕ (кунта пĕчĕк предприятисенче кăларнă продукцие те кĕртнĕ) 2019 çултанпа 524 миллион тенкĕрен 1 миллиард та 718 миллион тенкĕ таран ỹснĕ.
Агропромышленность секторĕнчи ỹсĕмсем те савăнтараççĕ: 2020 çулта — 100 процент, 2022 çулта — 121,1, 2023 çулта — 101,2 процент. Çапах та 2021 тата 2024 çулсенче çанталăкăн йывăр условийĕсене пула ку тытăмра тухăçлăх чакса илнине палăртмалла: 2021 çулта — 89,7 процент, 2024 çулта — 99,3 процент. Хăш-пĕр хуçалăхра ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшне чакарнăран аш-какай туса илесси чакнине те палăртмалла.
Çăкăр тутине ĕçлекен лайăх пĕлет
Ăна сĕтел çине касса хуриччен хуçалăх ĕçченĕн самай тар тăкма тивет. Пирĕн округ тыр-пул тухăçне ỹстерес тата тупăшлă пухса кĕртес енĕпе чылай çул малта пырать. Иртнĕ çул Елчĕксем 22821 гектар çинчен 72 пин тонна тыр-пул пухса кĕртме пултарчĕç, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 32,5 центнерпа танлашрĕ. Икĕ кăтартупа та эпир республикăра 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Кунта «Сатурн» ЯХПКна та палăртса хăвармалла: хуçалăхра пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 52,5 центнерпа танлашнă. Ку кăтартупа «Сатурн» ЯХПК республикăра 1-мĕш вырăн йышăннă.
2024 çулта çĕр улмине 368 гектар лаптăк çинче лартнă, 1 гектартан «иккĕмĕш çăкăра» 285,3 центнер пухса кĕртнĕ (ку кăтартупа эпир 4-мĕш вырăнта). Сахăр кăшманне 300 гектар лаптăк çинче çитĕнтернĕ, асăннă культурăн тухăçлăхĕ — 1 гектартан 526,7 центнер. Çакă республикăра чи лайăх кăтарту.
Мăйракаллă шултра выльăхсем валли апат хатĕрлессипе те эпир республикăра чи çỹллĕ картлашкана йышăнма пултартăмăр.
Ял хуçалăх отраслĕнче 5 çул хушшинче пĕтĕмпе 320 миллион тенкĕлĕх 29 инвестици проекчĕ хывнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ял хуçалăх техникине çулсерен çĕнетса пырасси те тивĕçлĕ шайра — отчетлă тапхăрта 1 миллиард та 340 миллион тенкĕлĕх 479 единица техника туяннă.
Ăнăçлăх — инвестици илĕртỹлĕхĕнче
Пирĕн умри чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев — инвестици илĕртỹлĕхне тивĕçтересси, хăйсен ĕçне йĕркелекенсене тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакансене пур енлĕн пулăшасси. Вĕсем пурте округ экономикине витĕмлĕ тỹпе хываççĕ. Юлашки 5 çулхи тапхăрта бюджет шайне тата ун тулашне хывнă инвестицисен калăпăшĕ 2 миллиард та 600 миллион тенкĕпе танлашнă. Бюджет çăл куçĕнчи укçа-тенкĕн пысăк пайне инженерипе социаллă инфратытăм объекчĕсене хута яма, юсама, çул-йĕр строительствине аталантарма тата ытти ĕçе пурнăçлама усă курнă. Уйрăм инвестицисем потребитель рынокĕн объекчĕсене аталантарма, производство оборудованийĕсене, ял хуçалăх техникине туянма, управăшсем тума, выльăх-чĕрлĕх фермисене хута яма тата юсаса çĕнетме расхутланă. Тунă ĕçсемпе лăпланмалла мар: умри задача инвестици активлăхне ỹстересси пулса тăрать. Çавăн пекех ял хуçалăх продукцине вырăнта тирпейлессине ĕçе кĕртес тĕллеве пурнăçламалла. Çакă округăн ăнăçлă аталанăвне пысăк тỹпе хывнине, экономикăна çирĕплетме май панине лайăх ăнланатпăр. Кунта патшалăх пулăшăвĕпе усă курни тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра агропромышленность комплексне аталантарма патшалăх пулăшăвĕн 109 çул-йĕрне пăхса хăварнă. Ял хуçалăх организацийĕсен ертỹçисене, çавăн пекех муниципалитет округĕнчи мĕн пур предпринимательсене бизнесра пуçарулăхпа палăрса пулăшу мелĕсемпе анлăн усă курма чĕнсе калатăп.
Халăх пурнăçĕн пахалăхĕ суту-илỹпе йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернинчен чылай килет. Округри 157 объект (планпа 45 пулмалла) халăха йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтереççĕ. 2024 çулта 400 тăваткал метр, кăçал тата 500 тăваткал метр ытла лаптăк йышăнакан суту-илỹ объекчĕсем хута кайрĕç. 2024 çулта вак предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне кĕмен организацисен тавар çаврăнăшĕ 598 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă 5 çул хушшинче 1,7 хут ытла ỹснĕ.
Ĕç укçи ỹссех пырать
Вырăнти бюджета 2024 çулта 690 миллион тенкĕ чухлĕ кĕнĕ (2023 çул шайĕнчен 112,2 процент е планпа палăртнин 100,9 проценчĕ). Харпăр тупăшĕсем 169 миллион тенкĕпе танлашнă, 2023 çул шайĕнчен 17,9 процент ỹснĕ. Ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи çулсерен ỹснине палăртмалла. 5 çул каялла пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 22 пин те 792 тенкĕпе танлашнă пулсан, 2024 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлне 40 пин те 195 тенке çитнĕ. Вăтам уйăхри ĕç укçи ỹсĕмĕн хăвăртлăхне упраса хăварасси тĕп задачăсенчен пĕри пулса тăрать. 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн округра официаллă йĕркепе регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ 29 çын (пĕр çулталăк маларах — 41 çын) шутланнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,55 процентран 0,38 процент таран чакнă. Ĕçсĕр çынсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ — кăçалхи çулталăкăн пуçламăшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центра предприятисемпе организацисенчен 49 ваканси пурри пирки хыпар килнĕ. Кунта çакна та палăртмалла. Вăхăтлăх ĕçсĕррисене социаллă тĕрев парас тĕллевпе федераципе республика бюджечĕсенчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. 2024 çулта анчах çак тĕллевпе 95 миллион тенкĕ уйăрнă. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассипе çыхăннă инфратытăма аталантарасси те тĕп тĕллевсен шутĕнче. Отчетлă тапхăрта пĕр çын пуçне тивекен пурăнмалли вăтам калăпăш 39,9 тăваткал метртан 42,6 тăваткал метр таран хăпарнă. Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес программа та ăнăçлă пурнăçланать: 2020 çултанпа округри 24 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ, çав шутра 2024 çулта — 5 ачана. 2025 çулта тата 3 тăлăха пурăнмалли çурт-йĕр пама палăртнă.
Юлашки çулсенче халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртес енĕпе чылай ĕç пурнăçланă. Кунта çуран çỹрекенсем валли тротуарсем тунине, автомобиль çулĕсене юсанине тата çĕнĕрен тунине кĕртмелле. Ку енĕпе «Хула хутлăхне йĕркелесси» программа пулăшу парать. 5 çул хушшинче Елчĕкри Мир, Привокзальная урамсенчи территорисене, Аслă Елчĕкри хоккей площадкине тирпей-илем кĕртнĕ.
Вырăнти пуçарусене пурнăçлас енĕпе йышăннă проектсем округра çулсерен тивĕçлĕ пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Асăннă программăпа килĕшỹллĕн юлашки 5 çулта пĕтĕмĕшле 190 миллион тенкĕлĕх 243 пуçару проектне пурнăçланă, çав шутра 2024 çулта 86 миллион тенкĕлĕх 82 проект. 2025 çулта эпир халăх сĕннĕ 110 проекта ырларăмăр (пĕтĕмĕшле сумма — 99,5 миллион тенкĕ). Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас ятарлă программăпа килĕшỹллĕн отчетлă тапхăрта нумай хваттерлĕ 4 çурт тăррине тĕпрен юсанă, нумай хваттерлĕ 2 çуртра шалти инженери тытăмне çĕнетнĕ, шыв кĕртес тата таса мар шыва юхтарса кăларас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем пурнăçланă. Нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене юсамалли ятарлă программа та витĕмлĕ улшăну пачĕ, çавна май 5 çул хушшинче нумай хваттерлĕ çуртăн мĕн пур картишĕнчи территорийĕпе çулсене юсама пултартăмăр.
Муниципалитет округĕнче юлашки 5 çул хушшинче муниципалитет харпăрлăхĕнчи 27 шыв башнипе скважинăсене, çав шутра 2024 çулта — 2 башньăна улăштарнă.
Тасалăх — сывлăх никĕсĕ
«Экологи» наци проекчĕн «Таса çĕршыв» регионти проектпа килĕшỹллĕн 2020 çулта Елчĕкри пысăк çỹп-çап вырăнне рекультиваци тума пултартăмăр. Çак тĕллевпе 8,9 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра Елчĕкри таса мар шыва тасатакан сооруженин пăрăхĕсене юсаса çĕнетес ĕç вĕçленсе пырать (ĕç хакĕ — 9,956 миллион тенкĕ). Округра пурăнакансем ыйтнипе экологи хăрушсăрлăхне ỹстерес тата халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе пурнăçланать ятарлă проект.
Автоçулсем тăвас тата тĕпрен юсас енĕпе те пысăк ĕçсем йĕркеленĕ. Республика Правительстви пулăшнипе «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» автомобиль çулĕн участокне (Канаш трассин участокне) 9,5 çухрăм тăршшĕ (269,1 миллион тенкĕлĕх) юсанă. «Çĕрпỹ — Ульяновск — Яманчỹрел» автомобиль çулĕн участокĕнче 6,2 çухрăм тăршшĕ тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ (ăна 2020 çултан пуçласа 3 тапхăрпа пурнăçланă, проектăн пĕтĕмĕшле сумми — 232 миллион тенкĕ). 2023 çулта «Елчĕк — Кĕçĕн Таяпа» автомобиль çулне 2 çухрăм ытла (23,8 миллион тенкĕ) юсанă. Çывăх вăхăтра асăннă автомобиль хĕррипе çуран çỹрекенсем валли тротуарсем тума палăртнă. Çавăн пекех Елчĕк ялĕнчи Северная урамра электричество тытăмне çĕнетес енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçламалла. Иртнĕ çул Патреккел ялĕнчи Новая урамра халăх нумай çул хушши ыйтнă çула сарма пултарни те пысăк çитĕнỹ (пурĕ 71,9 миллион тенкĕлĕх). Тепĕр пысăк ĕçсен шутĕнче «Елчĕк — Курнавăш» автомобиль çулĕ çинче 3,7 çухрăм тăршшĕ (20,1 миллион тенкĕлĕх) тĕп юсав ĕçĕсем ирттерни.
5 çул хушшинче пирĕн округра 70 çухрăм ытла автоçул юсанă (вĕсенчен 38,5 çухрăм асфальт çул сарнă — 55 процент), çав шутра пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн 35 километр.
Пуласлăх — пуçаруллă, ăслă-тăнлă çамрăксенче
Вĕренỹ енĕпе патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне çирĕп тытса пыни социаллă яваплăха туякан çĕршывшăн юрăхлă тивĕçлĕ ăру çитĕнтерме май панине пурте лайăх ăнланатпăр. Эпир çулсерен округ, регион, çĕршыв шайĕнче иртекен шкул ачисен предмет олимпиадисенче тата ăс-тăн, пултарулăх тĕлĕшĕпе çыхăннă ытти тупăшусенче мала тухакан вĕренекенсемпе чăннипех мăнаçланатпăр: юлашки 5 çул хушшинче регион шайĕнче 40 çĕнтерỹçĕпе призер (2025 çулта — 7), Пĕтĕм Раççей шайĕнче 1 призер (Никита Долгов) пулчĕç. Вĕренекенсем пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ пулнине Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине чылаййăн тивĕçни те лайăх çирĕплетет — отчетлă тапхăрта 116 шкул ачи стипендиат пулнă. Кунта вĕрентекенсен пултарулăхне, вĕсем ачана тивĕçлĕ пĕлỹ панипе пĕрлех ăна тĕрлĕ енлĕ аталанма май туса панине те палăртмалла. Педагогсем хăйсем те конкурссенче харсăр. Отчетлă çулсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсемпе премийĕсене тăватă преподаватель тивĕçнĕ. Палăртма кăмăллă, 2020 çулта Чăваш Ен Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне Курнавăш, 2023 çулта Елчĕк, Çĕнĕ Пăва тата Аслă Елчĕк шкулĕсем 500 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕç. Округăн 6 шкулĕнче «Точка роста» проект пурнăçа кĕнĕ, вăл цифра тата гуманитари профилĕсем туса хурассине те çул пачĕ. Çитĕнекен ăрăва кĕçĕнрен ял хуçалăх профессийĕсемпе интереслентерес тĕллевпе ача сачĕсемпе шкул ỹсĕмĕчченхи ушкăнсенче 10 агролаборатори уçнă. 2022 çулта Елчĕкри вăтам шкулăн столовăйне (смета хакĕ — 53,6 миллион тенкĕ) юсаса çĕнетнĕ. Çакăншăн ашшĕ-амăшĕ тата вĕренекенсем Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева тата Правительствăна, депутатсене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. Юлашки çулсенче пуçару бюджечĕн программине шкулсем те хастар хутшăнни савăнтарать. 2024 çулта асăннă программăпа виçĕ шкулта 7 миллион тенкĕ ытлалăх пилĕк проекта ĕçе кĕртнĕ.
Палăртнă тĕллевсем пысăк. Кăçал Елчĕкри вăтам шкулта 60,6 миллион тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă.
Паянхи кун округри шкулсене тата шкул çулне çитичченхи учрежденисене кадрсемпе тивĕçтерес ыйту çивĕч тăнине те палăртмалла. Хальхи вăхăтра 35 çула çитичченхи педагогсен шайĕ 3,2 процент (5 педагог). Ку ыйтăва татса парассинче федераци шайĕнче йышăннă «Земство учителĕ» программа пулăшасса шанса тăратпăр. 2024 çулта Елчĕк шкулĕ асăннă программăпа ĕçлеме пуçланă, çавна май вĕрентекенсен йышне 1 педагог — математика учителĕ тăнă.
Спорт ăнăçлă аталанать
Спорт сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырассинче пысăк вырăн йышăнать. Юлашки çулсенче округра спортăн йывăр атлетика, армрестлинг тĕсĕсем, кире пуканĕ йăтасси, хоккейла вылясси тата ирĕклĕ майпа кĕрешесси ăнăçлă аталанса пырать. 2024 çулта 4-мĕш кварталта Елчĕк тăрăхĕ ГТО нормисене тултарас енĕпе 1-мĕш вырăнта пулчĕ. Юлашки çулсенче спорт инфратытăмне аталантарас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернине палăртса хăварар. Вĕсен шутне Елчĕк ялĕнчи стадион-площадкăна (39 миллион та 930 пин тенкĕлĕх) тата ГТО площадкине хута янине, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне (9,495 миллион тенкĕлĕх) тата «Улăп» ФОКа юсанине кĕртмелле. Çавăн пекех мĕн пур территори пайĕсенче тренажерсемлĕ 23 площадка туса лартнă.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмне ăнăçлă аталантарнинчен çыннăн сывлăхĕ, пурнăç тăсăмĕ ỹссе пыни килет. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курма май пурри демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси çине тỹрремĕн пырса тивет. Округра çак çулсенче çĕнĕ йышши 4 ФАП хута янă. 23 ФАПран 16-шне çĕнетнĕ. 2020 çулта районти тĕп больницăна тĕпрен юсанă, çĕнĕ сĕтел-пукансем туяннă. 2022 çулта Патреккел тата Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчи амбулаторисене юсанă. 2023 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче тухтăр амбулаторийĕ тунă, пĕлтĕр вара — Аслă Таяпа ялĕнче. Юлашки пилĕк çул хушшинче сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене тума тата тĕпрен юсама 132,5 миллион тенкĕ уйăрнă. «Земство тухтăрĕ» программа ĕçлеме пуçланăранпа сыватмăша 25 специалист килнĕ. Районти тĕп больницăна çамрăк специалистсене явăçтарас тĕллевпе кашни çулах абитуриентсемпе тĕллевлĕ договорсем хатĕрленине те палăртмалла.
Культура — обществăна аталанма пулăшакан хăватлă ăс-хакăл никĕсĕ. Вăл пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннипе пĕрлех округăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвне пысăк витĕм кỹрет. «Сывă наци» принципа пурнăçлас ĕçре культура учрежденийĕсем те витĕмлĕ вăй пулса тăраççĕ. Елчĕк округĕ 2024 çулта автоклуб уççине (9 миллион та 390 пин тенкĕлĕх) тивĕçнине палăртма кăмăллă. Культура çурчĕсене юсасси тата çĕнетесси çине çулсерен пысăк тимлĕх уйăратпăр. 2020 çулта районти культура çуртне тĕпрен юсанă. Шăмалак, Патреккел, Хăвăлçырма клубĕсенче те юсав ĕçĕсем иртнĕ. Иртнĕ çул Çирĕклĕ Шăхаль тата Яманчỹрел ялĕсенчи культура объекчĕсене тĕпрен юсанине ырламалла. Пĕтĕмлетсе калас пулсан, юлашки 5 çулта округри культура çурчĕсене юсама 63,7 миллион тенкĕ расхутланă.
Культура çурчĕсене малашне те çĕнетсе пырасшăн. Планра Вăрăмхăва ялĕнчи культура çуртне тĕпрен юсасси (смета хакĕ — 8 миллион та 409 пин те 250 тенкĕ), Кивĕ Арланкасси, Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа ялĕсенчи культура çурчĕсенче юсав ĕçĕсем (пурĕ 600 пин тенкĕлĕх) пурнăçласси, Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи культура çуртне кирлĕ оборудованисемпе тивĕçтересси.
Пысăк тĕллевлĕ программа
Кăçалтан пуçласа Чăваш Республики социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025-2030 çулсенчи Комплекслă программăна пурнăçа кĕртме пуçларĕ. Çав программа шайĕнче пирĕн округ та экономикăра, социаллă тата культура сферисенче пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем йышăнчĕ. Тĕп тĕллев — халăхăн пурнăç шайне ỹстересси. Мĕнле майпа? Инфратытăм проекчĕсене пурнăçа кĕртсе, экономика вăй-хăватне ỹстерсе.
Тĕллевсен шутĕнче округ экономикин тĕрлĕ отраслĕнче инвестици проекчĕсене явăçтарма тата пурнăçлама майсем туса парасси, экономика хăватне çĕклеме май паракан çĕнĕ предприятисем уçма условисем тăвасси, граждансене тивекен социаллă пулăшу тĕсĕсене анлăлатасси, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентỹ, спорт тата культура объекчĕсене хута ярасси тата юсасси, халăх пурăнакан территорисене хăтлăх кĕртесси. Эпир 1 проект-драйвера палăртнă, вăл округăн анлă аталанăвне тивĕçтерет, муниципалитет пĕрлĕхĕнче çĕнĕ специализаци йĕркелеме, инновациллĕ, пĕрлешỹллĕ отрасльсене аталантарма çул уçать. Округра нефтегаз промышленноçĕ валли тĕллевлĕ продукци туса кăларакан завод хута яма палăртни ырă пулăм (инвесторĕ Хусан хулинчи М.Ф.Гильмутдинов). Инвесторăн ĕç опычĕ пысăк. 2021 çулта «Промсервис» наукăпа производство пĕрлешĕвĕн никĕсĕнче модификациленĕ крахмал туса кăлармалли проекта пурнăçларĕ (60,0 млн тенкĕ).
Асăннă проекта 2028 çулта пуçлама палăртнă. Завод хута кайни 70 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме, тĕп капитала 500 миллион тенкĕ хывма май парĕ. Чăваш Республикин 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программинче Елчĕк муниципалитечĕпе 91 инфратытăм проектне пурнăçлассине палăртса хăварнă. Планра çавăн пекех Елчĕкри тасатакан сооруженине, шывпа тивĕçтерекен сетьсене юсаса çĕнетесси, 31 культура çуртне тĕпрен юсасси, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 5 проекта пурнăçа кĕртесси (Елчĕкри тĕп больницăн стационар тата поликлиника уйрăмĕсене тĕпрен юсасси, Шăмалак, Лаш Таяпа тата Элекçей Тимеш ялĕсенче ФАПсем тăвасси, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль тата Кушкă шкулĕсене тĕпрен юсасси, «Физкультурăпа спорт» отраслĕнче 2 проекта хута ярасси — модульлĕ спортзал тата модульлĕ футбол манежĕ тăвасси, гидротехника сооруженийĕсене (пурĕ 5 проект), автоçулсемпе кĕперсене (34 проект) тĕпрен юсасси. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тата халăхăн пурнăç шайне тăсма «Манăн çемье центрĕ» тата «Манăн социаллă центр» уçма палăртни те — ырă пулăм. Инвестици проекчĕсене илес пулсан, маларах асăннă программăна пурĕ 9 проект кĕртнĕ.
«Пĕрлĕхре — вăй»
Пĕтĕмлетсе калас пулсан, юлашки 5 çул хушшинче округа аталантарас тĕллевпе сахал мар ĕç тунине палăртмалла. Ĕçре пулăшу панăшăн, пĕр-пĕрне ăнланса пынăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне, Чăваш Республикин Правительствине, мĕнпур шайри депутатсемпе ертỹлĕхе, ĕç коллективĕсене, çавăн пекех округри мĕнпур çынна тав тăватăп. Ырă малашлăха шанса малаллах утăмлар. Пĕр-пĕрне пулăшса пырса пĕр тĕвĕре пулсан анчах эпир хамăр умра тăракан задачăсене татса пама пултаратпăр. Малашне те пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса тата шанса ĕçлер».
Тĕл пулу вĕçĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Елчĕк тăрăхĕн хастар çыннисене тĕрлĕ наградăпа хавхалантарчĕ. 101 çулхи тыл ĕçченĕ Анисия Антоновна Евдокимова (Таяпа Энтри ялĕ) Олег Алексеевич аллинчен «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медальне илме тивĕç пулчĕ. Сумланисен ретне Акчел ялĕнчи Александрпа Светлана Николаевсем те тăчĕç. Пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ мăшăр «Ашшĕ-амăшĕн Мухтавĕ» орден медальне тивĕçрĕ. Вăрăмхăва ялĕнчи культура çурчĕн директорĕ Лариса Казначеева «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Комбайн» ЯХПКри ĕне сăвакан оператор Надежда Носова «ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Ирина Чернова ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçрĕç. Сцена çинче çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене те чысларĕç.
Елена ПЕТРОВА.

