Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕклĕ тăрăхĕнче пултăмăр

Çирĕклĕ тăрăхĕнче пултăмăр

Округри ветерансен черетлĕ канашлăвĕ Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнче иртрĕ.

Кунта курмалли сахал мар. Шкулта Аслă Çĕнтерỹ юбилейне халалласа чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Чаплă стендсем те пур. Эпир шăпах концерт вăхăтне лекрĕмĕр. Юнашарах вырнаçнă ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăма та кĕрсе тухас терĕмĕр. Питĕ хăтлă кунта, çăтмахри пекех тейĕн. Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ Владимир Федоров тата уйрăм заведующийĕ Антонина Осипова ватăсен пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшпе туса пыракан тата кулленхи ĕçсемпе паллаштарчĕç.

Иртнĕ çул ялти культура çурчĕпе библиотекăна тĕпрен юсанине пĕлетпĕр-ха, çавăнпа вĕсемпе паллашас кăмăл çĕнтерчех. Кунта территори пайĕн начальникĕпе Инесса Вороновăпа ветерансен вырăнти уйрăмĕн ертỹçи Ольга Муравьева кĕтсе илчĕç. Вĕсен те çĕннине кăтартмалли чылай пулчĕ. Кунашкал чаплă условисенче начар ĕçлеме пултараймăн та. Унтах Исония Волкова педагогика ĕçĕн ветеранне 90 çулхи юбилейпе саламларăмăр. Çавна май сцена ăстисен юрри-ташши те питĕ вырăнлă пулчĕ.

Зинаида ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code