Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Туберкулез çинчен мĕн пĕлмелле?

Туберкулез çинчен мĕн пĕлмелле?

Ку чир авалтанпах анлă сарăлнăскер. Унпа кашни çыннăн чирлес хăрушлăх пур.

Вăл — инфекци чирĕ, ытларах сывлăшра сарăлать. Ăна пуçарса яракан микроба Кок патакки ят панă. Чир ытларах ỹпкене сиенлет, çавăн пекех ытти органра та аталанма пултарать.

Асăннă амака пуçласа яракан микроб тăпрара, тусан çинче нумайччен хăйĕн вăйне çухатмасăр пурăнать. Туберкулезпа чирлес хăрушлăх çав тери пысăк, мĕншĕн тесен микробсем сывлăшра ытларах сарăлаççĕ, чирлекенрен сывă çынна ерме пултараççĕ. Çын калаçнă е ỹсĕрнĕ чухне микробсем ỹпкерен сывлăша пĕчĕк тумламсемпе тухаççĕ, сывлăшран тусан, япаласем çине лараççĕ. Сывă çын унпа «туслашасси» те куç кĕретех вара.

Туберкулез ачасене те, уйрăмах 3 çула çитменнисене, çăмăллăн ярса илет.

Çак чир — общество чирĕ. Вăл çын çителĕксĕр тата тĕрĕс мар апатлансан, час-часах шăнсан, алкоголизм инкекне лексен аталанасса кĕтме пулать. Сигаретпа туслă çынна та «юратарах» парать вăл. Кил-çуртри япăх условисем те, пăлхануллă лару-тăру та туберкулеза çул уçать. Унсăр пуçне сахăр диабечĕпе, язва чирĕпе, ВИЧ инфекцийĕпе аптăракансен те чир пуçланас хăрушлăх пур. Эрехпе туслисен вара асăннă чир пуçламăшĕ систермесĕр иртет.

Туберкулезпа чирлисен 10-15 проценчĕ таранах хăйсене лайăх туять. Чире вара флюорографи тухсан çеç палăртаççĕ. Чирлĕ çынсен 1Ỹ3 пайĕ вара хăвăрт ывăннине, вăй-хал çуккине туять.

Чире уйăрса илме çăмăлах мар. Ăна çỹлти сывлав çулĕсен чирĕпе, гриппа е ỹпке шыççипе пăтраштарма пултараççĕ. Чир малалла кайма пуçласан çын ỹслĕкпе аптăрать, апат япăх çиет, ỹт температури 37 градуса е ытларах хăпарать. Начарланассине те, çывăрнă чухне тарлассине те, юнлă сурчăк пуçланассине те кĕтмелли инçе мар. Организмри çакăн пек улшăнусене асăрхасанах тухтăр патĕнче пулни вырăнлă.

Кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăй тăрăшмалла. Пỹлĕмсене уçăлтармалла, вĕсенче нỹрлĕ татăкпа тусана шăлсах тăмалла. Сывă пурнăç йĕркине, харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнни те — чире хирĕç тăни.

Витаминсемлĕ, микроэлементсемлĕ апат-çимĕç çимелле. Рационра белокпа пуян апат ытларах пулмалла: аш-какай, пулă, тăпăрчă, сыр, сĕт. Пахча çимĕçпе улма-çырла пирки каламăпăр та.

Туберкулезран вăхăтра сипленме тытăнсан, вăл 6-8 уйăхран иртсе каять. Енчен те чирлĕ çын врач сĕннĕ эмелсене ĕçме пăрахсан чир çĕнĕрен вăй илет. Ун пек чухне ỹпке шыççи малтанхинчен те ытларах амаланать, чир ертекен микробсем вара эмел ĕçнипе вилмеççĕ, чир тата шала сарăлма пуçлать. Çавăн пек лару-тăрура вара туберкулезран хăтăлма питех те хĕн.

Людмила КАПЛАМОВА,
фтизиатр тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code