Общество умĕнче тăракан чăрмавсенчен чи çивĕччи вăл. Вăхăтра «çук!» тесе калайманнисен чирĕ. Ачасене асăннă чиртен темле асăрхасан та, вĕсене наркотик сĕнекенсем тĕл пулма пултараççĕ: «кайф туйма», «хăюллă пулма», «пирĕн компанинче ăна пурте тутанса курнă»… Çакăн евĕр лару-тăрăва лекме пултарасса ачан малтанах пĕлмелле, çирĕппĕн хирĕçлеме хатĕр пулмалла.
Ашшĕ-амăшĕпе педагогсен хăш-пĕр ансат сĕнỹсемпе усă курнин витĕмĕ пысăк. Экспертсем кĕçĕннисене киревсĕр йăларан асăрхаттарас тесен час-часах çак темăпа калаçусем йĕркелемеллине, наркотикăн сиенне тĕслĕхсемпе палăртмаллине асăнаççĕ. Ачана итлеме пĕлмелле тата илтме вĕренмелле. Унăн шалти тĕнчи, пăшăрханăвĕ, шиклĕхĕ сирĕншĕн ют маррине ăнлантăр вăл. Мĕн канăçсăрлантарнине ăнланма тăрăшса йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре пĕрле суйлăр, ача пĕлтерекен информаци нихăçан та хăйне хирĕçле çаврăнса ан тухтăр.
Çамрăк ăрушăн хăвăр тĕслĕх пулăр. Эрех-сăрапа иртĕхекен, табак туртакан ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн тĕслĕх пулаймĕ, вĕсене çак киревсĕрлĕхсенчен пăрăнма вĕрентеймĕ.
Наркотик уйрăмах аслисен умĕнче хисепе тивĕçеймен, пурнăçра хăйсен вырăнне тупайман çамрăксене çыпăçать. Çавăнпа та пурнăçра чи кирли — ачана хисеплени тата хаклани, шанни.
Енчен те çак инкек сирĕн çума çакланчĕ пулсан, унран сывалас тата консультаци илес тесен Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин наркологи службинчен пулăшу ыйтмалла.

