Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Улттăмĕш тапхăр

Улттăмĕш тапхăр

Фермерсен шкулĕн улттăмĕш тапхăрне хутшăнас текенсенчен заявкăсем йышăнма пуçланă.

Кирлĕ хутсене ака уйăхĕн 13-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Кăçал программăра кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси тата пахча çимĕç ỹстересси тĕп вырăн йышăнать. Çапла майпа программăна хутшăнакансен ку енĕпе хăйсен проекчĕсене аталантарма майсем ытларах пулĕç. Фермерсен шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухакансене диплом параççĕ. Вĕсем çавăн пекех хăйсен ĕçне аталантарма грант çĕнсе илме пултараççĕ.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче вĕренме кĕмелли йĕркепе тĕплĕнрех паллашма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code