Вырăскасси тата Çуткỹл ялĕсенчи вăрçă ветеранĕсене халалланă палăка 1967 çулта уçнă. Тепĕр çулхинех ун йĕри-тавра улмуççи сачĕ йĕркелесе янă. Хăй вăхăтĕнче çак сад икĕ ял халăхне илемĕпе хăй патне туртнă, çимĕçĕпе тивĕçтернĕ.

Икĕ ял хастарĕсен пуçарăвĕпе Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине асра тытса пысăк ĕç пуçартăмăр. Палăк йĕри-таврашĕнчи ватă йывăçсене, шăтса тухнă вĕренесене касса тирпейлерĕмĕр. Сăваплă та пархатарлă ĕçе ял старости — Василий Максимов йĕркелесе пычĕ. Кунта пĕр эрне хушши ĕç вĕресе тăчĕ. Арçынсем моторлă пăчкăсемпе усă курса йывăçсене касрĕç, хĕрарăмсем туратсене тирпейлесе тăчĕç. 72 çулхи Виталий Федоров та хастар пулчĕ. Çак ĕçрен ялта çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра хулара пурăнакансем те айккинче тăрса юлмарĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула хутшăнма ерçейменнисем ăшă сăмахсем çырса хавхалантарчĕç, спонсор пулăшăвĕ те пачĕç. Ĕçлекен халăха вĕри апатпа, мĕн ĕç вĕçне çитичченех, Юрий Федоров çемйи тивĕçтерчĕ.
Çапла майпа икĕ ял халăхĕ кар тăрса палăртнă ĕçе пурнăçларăмăр. Малашне çак вырăнта йывăçсем лартса çĕнĕ сад йĕркелес тĕллевпе пурăнатпăр.
Алина ПАВЛОВА.

