Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесе пырассинчи, çав шутра çĕр асăрхавĕ тĕлĕшĕнчи федераци законодательствине (2024 çулхи августăн 8-мĕшĕ, 307-мĕш номер) 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа вăя кĕнĕ улшăнусем çĕр лаптăкĕсемпе усă куракансене тỹррĕнех пырса тивеççĕ.
Çаксем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрас пулсан, ку чухне чи малтан малашне ял-хула, сад тата пахча лаптăкĕсен тытăмĕнчи çĕр лаптăкĕсене 3 çул хушшинчи тапхăрта ĕçе кĕртмеллине уçăмлăн палăртнине асăрхатпăр. Çавăн пекех «çынсем çĕрпе усă курманни паллисем» тесе палăртнă ăнлавпа та пĕрремĕш хут тĕл пулĕç. Çĕр лаптăкне ĕçе кĕртмелле тени вăл — палăртнă 3 çул хушшинчи тапхăрта ăна усă курма (строительство валли, ял хуçалăх культурисене акма-лартма) юрăхлă туса çитересси.
Саккунăн тĕп тĕллевĕ те: харпăрлăх хуçисене айăпласси е вĕсен çĕр лаптăкĕсене тытса илесси мар, пачах тепĕр майлă, вĕсене унпа тухăçлă усă курма хистесси тата хавхалантарасси.
2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн харпăрлăха илекен çĕр лаптăкĕсене харпăрлăх правине регистрациленĕ хыççăн ĕçе кĕртмелле. Çак вăхăтран маларах харпăрлăха илнисен лаптăксене ĕçе кĕртессин вăхăтне мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа шутласа палăртаççĕ.
Маларах аса илнĕ çĕрпе усă курманнин паллисен шутне строительство ĕçĕсене пурнăçлама харпăрлăха илнĕ лаптăксенче 2 çул хушшинчи тапхăрта та никĕс хывса хăварманнине е 5 çул таран капиталлă строительство объектне регистраци правине çирĕплетменнине кĕртеççĕ. Урăхла каласан, çыннăн 3 çул таран строительство ĕçĕсене хатĕрленме ирĕк пур, ун хыççăн тепĕр 5 çултан çурт-йĕре пĕтĕмпех туса пĕтермелле, регистраци тумалла.
Лаптăкри усă курма пăрахăçланă çурт-йĕре те çĕрпе усă курманнин паллисен шутне илеççĕ. Сад тата пахча ĕрчетме уйăрса панă лаптăксене çурри ытла кирлĕ мар ăпăр-тапăр пăрахса тултарни е вĕсене çум курăк ăшне путарни те çак шутах кĕрет. Паллах, вĕсенче ял хуçалăх тĕллевлĕ ỹсен-тăран акса-лартса çитĕнтерменнине те тĕпе илеççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн çак çитменлĕхсене пĕтерме пĕр çулталăк вăхăт пур.
Çак паллăсене тупса палăртнă хыççăн çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕ усă курман çынсен явап тытма тиветех.
Тĕслĕхрен, Росреестрăн патшалăх инспекторĕсемпе муниципаллă асăрхав сотрудникĕсем контрольпе асăрхав мероприятийĕсене йĕркелесе ирттернĕ тата çĕр лаптăкĕпе тĕллевлĕ усă курманнин тĕслĕхне тупса палăртнă хыççăн çименлĕхсене пĕтерме хушса çĕр хуçи ячĕпе предписани çыраççĕ. Енчен те гражданин палăртнă вăхăтра çитменлĕхе пĕтермесен Росреестр ĕçченĕсем иккĕмĕш хутчен контрольпе асăрхав мероприятийĕсене туса ирттереççĕ, информацие вырăнти хăй тытăмлăх органне ярса параççĕ. Администрацин вара çĕр лаптăкне тытса илесси пирки суда тухмалли пуçару тума право пур. Суд йышăнăвĕ хыççăн çĕр лаптăкне сутма тăратаççĕ. Маларах та каларăмăр, анчах саккунри тĕп тĕллев çынран çĕр лаптăкне тытса илесси мар, ăна хуçалăх çаврăнăшне тавăрса парасси пулса тăрать.
Халĕ тата темиçе çĕнĕлĕхпе тĕл пулатпăр. Градостроительство тата Çĕр кодексĕсене, регистраци тăвассин, строительство ĕçĕсене пурнăçлама пая кĕрессин Саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Ку чухне капиталлă строительство объекчĕсемпе регистраци правине çирĕплетмесĕр усă курма юрамасть. Строительство ĕçĕсене хăш вăхăтра вĕçлессин вăхăчĕсене те палăртнă. Пĕтĕмĕшле йĕрке тăрăх, объектсене хута янă хыççăн тин вĕсенче ĕç вĕçленнĕ тесе шутламалла.
Градостроительство кодексĕнче «çурт-йĕрпе тĕллевлĕн палăртнипе килĕшỹллĕн тата çĕр лаптăкĕпе усă курма ирĕк панă пек анчах усă курмалла» текен требование те хушса çырнă. Тĕслĕхрен, çакă уйрăм çыннăн çурт-йĕрĕ вырнаçнă лаптăкра автомастерской уçма юраманнине пĕлтерет.
Çавăн пекех мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурт лартаканăн строительствăна пая кĕрекен çыншăн правăна регистраци тума электронлă мелпе документсем тăратмалла.
Халĕ икĕ хуçалăх çĕрĕсем хушшинчи чикке палăртман çĕр лаптăкĕсен тĕлĕшĕпе те килĕшỹ çирĕплетме май çук. Урăхла каласан, çĕр лаптăкне сутас пулсан (малтан палăртман пулсан) межевани ĕçĕсене туса ирттермелле. Межевани туман çĕр лаптăкĕсем çинче вырнаçнă çуртсемпе сооруженисене пырса тивет çак йĕрке. Тĕслĕхрен, енчен те ку е вăл çын уйрăм çурт-йĕр докуменчĕсене хатĕрлеме тытăнчĕ, анчах çак çурт вырнаçнă лаптăкри чикĕсене палăртман пулсан, малтан унăн межевани ĕçĕсене тутармалла. Чикĕ палăртман çĕр лаптăкĕнчи еткерлĕхе куçнă пурăнмалли çурт-йĕр пирки те çакнах каламалла.
Патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕ çинче юридика сăпатне е уйрăм çынна тивĕçекен çурт е сооружени вырнаçнă пулсан йĕркепе килĕшỹллĕн ăна харпăрлăха е арендăна илни çинчен документсемпе килĕшỹллĕн çирĕплетсе памалла.
Марина ПАВЛОВА,
округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ.

