Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2025 çулхи мартăн 25-мĕшĕнчи 163-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» сахал яваплă обществăн компани президентне Юрий Алексеевич ПОПОВА (Лаш Таяпа) «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

