Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкри культура керменĕнче Чăваш халăх артисчĕн Иван Христофоровăн асăну каçĕ иртрĕ. Пурăннă пулсан вăл шăпах çак кун 90 çул тултармаллаччĕ.
…Шăппăн кăна, шăппăн ларар-и,
Шурă çĕмĕрт çеçке çуртăр-и?
Мероприяти пуçланичченех залти йышлă куракан чаплă тенорăн çак тата ытти çепĕç юррисене итлесе киленчĕ. Шăнкăрти шыв юххиллĕ сасси кăмăла çĕклет, хавхалану çуратать. Вĕсенчи атте-анне, тăванлăх, юрату туйăмĕсем ăшшăн-ăшшăн çупăрлаççĕ, тарăн шухăша ярса аса илỹсен ытамне илсе кĕреççĕ.
Асăну каçĕнче Иван Ивановичăн хайлавĕсене шăрантарнă юрăçсем — унăн пиччĕшĕн ывăлĕ, Чăваш хапăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Алексей Шадриковпа Марта Зайцева тата Лариса Шаурбина, Алина Савельева (вăлах — ертсе пыракан) та асамлă каç пĕлтерĕшне ỹстерчĕç кăна.
Чăваш шăпчăкне халалланă мероприятире округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа Шупашкарти «Елчĕк ентешлĕхĕ» обществăлла организаци ертỹçи Юрий Карпов ентешĕн пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Унăн ячĕ пирĕн тăрăхри Совет Союзĕн, Раççей Федерацийĕн, Социализмла Ĕç Геройĕсен, академиксен, олимпиецсен мухтавлă йышне пуянлатнине, вăл уçнă эстрада сукмакĕпе паян Елчĕксем те хăюллăн малалла талпăннине палăртрĕç.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Чăваш Енĕн культура министрĕнче ĕçленĕ Герольд Алексеев та пĕлĕшне сума суса инçе çула пăхмасăр килме кăмăл тунă.
— Иван Ивановичпа тĕл пулма, пĕр тытăмра ĕçлеме май килнĕшĕн хама питĕ телейлĕ çын тесе шутлатăп, — чунрине уçрĕ Герольд Михайлович. — Тенорсем чăвашра нумаййăн та пулман. Вĕсем те расначчĕ. Ăна вара уçă та çепĕç сассишĕн те, сцена çинчи сăпайлăхшăн та, репертуарти произведенисен пахалăхĕшĕн те юратнă. Юрататпăр та. Хăйсене «çăлтăр» текеннисем йышланчĕç халь, Иван Христофоров пек искусствăри чăн çăлтăрсем вара — сайра.
Паллă артистăн пурнăçĕ çинчен ентешĕсем те — округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Петр Купташкин тата Çĕнĕ Пăва ял старости Тамара Зайцева чарăнса тăчĕç. Пулас сцена ăсти çамрăк чухне турник çинче те выляннă, чупса пыракан лаша çине те утланнă иккен, утă-улăм турттарнă вăхăтра хăй тĕллĕн чăваш юррисене юрланă.
Иван Ивановичăн пĕр аса илĕвĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «Пĕчĕкренех тетепе кĕтỹ кĕтме çỹреттĕм. Кăнтăрла, выльăхсене Кĕçĕн Пăла хĕррине тапăра антарсан, тете 2-3 сехете киле каятчĕ. Эпĕ вара, сăртлă вырăна улăхса, енчен енне пăхкалаттăм. Хама «ирĕкре» иккенне туйса юрласа яраттăм. Сасă çырма тăрăх инçете каятчĕ. Каçхине вара ял çыннисем калатчĕç: «Ай-яй, Ванюш, пит лайăх юрлатăн та».
Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă чухне ăна юрă пуçараканĕ туса хураççĕ, ансамбле йышăнаççĕ. Унтан Мариуполь хулинчи музыка училищинче (1957-1961) вĕренет. СССР халăх артисчĕпе Муслим Магомаевпа, Азербайджан юрăçипе Полад Бюль-Бюль-оглыпе питĕ туслă пулнă.
Пĕр кăтартуллă концерт хыççăн Аристарх Орлов-Шуçăм композитор, жюри членĕ пулнăскер, çапла каланă: «Ку çамрăкран, курăр, халăх юрăçи пулатех». Иван Христофоров Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, Чăваш радио хорĕнче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче, Чăваш патшалăх академи капеллинче тĕрлĕ çулсенче ĕçлет.
Асăннă ушкăнсемпе вăл Украина, Инçет Хĕвел тухăç, Çĕпĕр, Дагестан çĕрĕсенче концертсемпе пулать. Нумай фестивальпе смотр-конкурса хутшăнать. Вăл — ЧАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1975), Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ (1990), ЧР халăх артисчĕ (1992), Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ (1995). 2005 çулта унăн ятне районти Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Кĕнекине кĕртнĕ.
Вăл пирĕнтен 2018 çулхи çу уйăхĕнче яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
Чăваш радио фонотекинче вăл юрлакан 350 яхăн юрă упранать. Чăваш юррисемпе пĕрле вырăс, тутар, украин, итали халăхĕсен хайлавĕсем те пур. Хăй çырнисем те пулнă репертуарта: «Ĕмĕт», «Медсестра», «Эс чуп ту мана», «Савнирен хакли никам та çук», «Чĕвĕл кăна чĕкеç», «Манса кайнă юратăвăм» тата ытти те…
Сарлака экран çине халăх юрăçин тĕрлĕ тапхăрти сăн ỹкерчĕкĕсем тухса пынă май, Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх ансамблĕ, Тỹскел ялĕнчи «Тускил» ушкăн, Патреккел халăх хорĕн хастарĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Мероприяти В.Христофоровпа М.Зайцева тĕрлĕ юрă çаврăмне йĕркеленипе вĕçленчĕ. Халăх вĕсемпе тата ытти артистсемпе пĕрле юрларĕ, кашни номер «Маттур!», «Браво!» хавхалану сăмахĕсемпе çирĕпленсе пычĕ.
…Чăваш эстрада аксакалĕ пирĕн хушăмăрта çук пулин те, унăн селĕм хайлавĕсем сỹнмен. Сỹнмĕç те! Аслин пултарулăх çулĕпе паян çывăх тăванĕсем — Вячеслав Христофоровпа Иван Христофоров-кĕçĕнни — шанчăклăн утаççĕ.
Николай МАЛЫШКИН.

