Мĕншĕн илемлĕ çут тĕнче
Çынна ура хурса пырать?
Халь вăрçă саманинче
Этем чунне те хытарать.
Пурнатпăр чăн та тĕлĕнсе‚
Вĕри тапмасть чĕре.
Курайманни — хивре тесе
Канăç кỹмест сĕре.
Каллех телейсĕр туйăмсен
Кăвайчĕ хавшакрах.
Малта синкерлĕ аркату‚
Куллен хăрушăрах.
Мĕн-ма-ши самана
Шавах сунать усал?
Эп ăнланма çакна
Çитерейместĕп хал…

