Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирлех-ши…

Кирлех-ши…

Кирлех-ши ку укçа халь амăшне?
Ăна вĕт панă ывăлĕ вилсен.
Тĕпренчĕкĕн çут сăн ỹкерчĕкне
Куççулĕ витĕр вăл пăхать темччен…

Асрах пĕрремĕш утăм тунисем,
Çумра пĕр вĕçĕмсĕр чĕвĕлтетни,
Ахăлтатса хавассăн кулнисем,
Юлташсемпе куллен шкула чупни…

Виç çул ытла çак вăрçă алхасать.
Мĕн чул яшсем пуçне хумарĕç-ши?
Амăш чĕри хуйхăпалан тулать.
Хăçан анчах çак вăрçă пĕтĕ-ши?

Ытла та ир каяç пĕлĕт çине.
Киле пỹрмен пуль сывă таврăнма.
Çак Турă панă ĕмĕр сукмакне
Ĕлкĕреймерĕç пуль такăрлатма.

Куккук, тен, манса кайнă авăтма?
Хăрушă вăрçă шиклентернĕ-ши?..
Тин çеç пуçламалла вĕт пурăнма…
Хăçан анне чĕри сипленĕ-ши?

Галина ВАСИЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code