Хальхи вăхăтра республикăра, округра «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Çавна май кашниех пархатарлă ĕçе хастар хутшăнасса шанса тăратпăр. Пухăннă укçа-тенкĕ йăлтах округри ачасемшĕн расхутланать — уйрăмах йывăр чирлĕ ачасем валли уйăраççĕ ăна.
Марафонăн тăсăмĕ — «Çитĕннисем — ачасене» ыр кăмăллăх акцийĕ.

