Республикăн социаллă пурнăçпа экономикине аталантармалли комплекслă программин «АГРО ПРО ДВИЖЕНИЕ» пайĕпе килĕшỹллĕн 2025 çултан çĕнĕ çул-йĕр пурнăçа кĕчĕ.
Вĕсенчен пĕри — «ПРОПОЛЕ»: ỹсен-тăран производствине аталантарасси, çав шутра хăмла культурине хальхинчен нумай хут ытларах туса илесси. Иккĕмĕшĕ — «ПРОФЕРМУ»: селекципе ăрат ĕçне лайăхлатассишĕн патшалăхран пулăшу парасси, фермăсем, кайăк-кĕшĕк ытларах ĕрчетес тĕллевпе лабораторисем тăвасси, биологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси. «ПРОПЕРЕРАБОТКУ»: техника модернизацийĕн тĕллевне пурнăçласси, çĕнĕ производствăсемпе индустри паркĕсем тăвасси, социаллă учрежденисемпе федераци сечĕсене парса тăма «Хатĕр апат-çимĕçĕн фабрики» проекта пурнăçа кĕртесси. Виççĕмĕшĕ — «ПРОРЫНКИ»: агроэкспорта, рыноксемпе ярмăрккăсене аталантарасси, ял хуçалăхĕн агрегаторĕсене йĕркелесси.
«ПРОЛЮДЕЙ»: республикăри ялсенче пурăнакансен йышне упраса хăварас, пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртес, аграри пĕлĕвĕ памалли майсене йĕркелес тĕллевпе ял территорийĕсен кадр потенциалне вăйлатассишĕн экотытăмсем туса хурасси. «ПРОДЕНЬГИ»: аграри секторĕн тĕрлĕ çулĕпе малалла кайма финанс пулăшăвĕпе тивĕçтересси. «АГРО ПРО ДВИЖЕНИЕ» отрасль пайĕн стратегийĕ пурнăçа кĕрсе пынă май республикăна апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерĕç, ял çыннисем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелĕç, пурнăçа лайăхлатĕç.

