Совет Союзĕ фашистла Германи çарĕсемпе вĕсен хỹрешкисене çапса аркатса Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитет. Вăрçă ветеранĕсем пирĕн хушăмăрта тăрса юлманпа пĕрех ĕнтĕ. Çав çулсенче пурăннă çынсем те çулран-çул чаксах пыраççĕ. Ку чухне вăрçă тути-масине астивнĕ ветерансен аса илĕвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине ăнланатпăр. Паянхи кунчченех çынсен умĕнче хăйне савăк кăмăллă тытма пултаракан 90 çулхи «вăрçă ачи» -Исония Гурьевна Волкова (Кольцова) пирки çырса кăтартма пушшех кăмăллă.

Исония Гурьевна 1935 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Кỹлпуç ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Çемьере тăваттăмĕш ача пулнă вăл. Унран аслăраххисем — Софья, Петр тата Анатолий çитĕннĕ. Аслашшĕ — Алексей Ефимович тĕреклĕ хресченсен йышĕнче пулнă. Çĕршывра колхозсем тăвас юхăм пуçланиччен унăн хуçалăхĕнче пилĕк стеналлă икĕ çурт, пысăк хуралтăсем, кĕлетсем, выльăх витисем пулнă. Вăл лашасемпе ĕнесем, сурăхсемпе сыснасем, кайăк-кĕшĕк тытнă. Тырă акса илмелли çĕр лаптăкĕ те сахалах пулман. Унсăр пуçне кĕрпе тата çăнăх авăртмалли армансене те ĕçлеттернĕ. Тĕпрен илсен, пĕтĕм ĕçсене пысăк çемьери çынсем хăйсен вăйĕпе пурнăçланă…
1930 çулта Кỹлпуç ялĕнче «Дед Калинин» колхоз йĕркеленнĕ. Ефимовсене (вĕсен çавăн чухнехи хушамачĕ) кулаксем тесе айăпланă, пĕтĕм пурлăхне тытса илсе колхоза, ялти чухăнсене салатса панă. Ăруран ăрăва пухăннă пурлăх самантрах çухалнă. Хăйсене, çийĕнчи çи-пуçĕсемпе анчах тăрса юлнăскерсене — Исония Гурьевнăн Ефимпа Марфа мăн аслашшĕпе асламăшне тата ашшĕн Германпа Николай шăллĕсене Архангельск облаçне ссылкăна ăсатнă. Ашшĕне — Гурий Алексеевича 1921-1923 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă пирки ссылкăна яман. Агриппина Константиновна çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă арăмĕпе виçĕ ачине арман çумĕнчи пĕр чỹречеллĕ хурал пỹртĕнче пурăнма ирĕк панă. Выçăллă-тутăллă пĕр хĕл каçнă хыççăн Гурий Алексеевич Елчĕкри МТС çумĕнчи трактористсене вĕрентекен шкула вĕренме кĕрет. Ятарлă пĕлỹ илни çинчен çирĕплетекен удостоверение алла илсен малтан трактористра, каярахпа трактор бригадин бригадирĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Ун хыççăн çемьене ĕмĕтленни çитнĕ — ачасем тăраниччен çăкăр çиме пуçланă. 1934 çулта ссылкăран таврăннă тăванĕсем пулăшнипе Гурий Алексеевич Кайри касра — Канашпа Елчĕке çыхăнтаракан çул хĕрринче пилĕк стеналлă çурт, хуралтăсем хăпартма вăй çитернĕ. Пурнăç йĕркеленсе пынă май çемье те аслăланать. 1935 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Исония, 1939 çулта Зина хĕр ачисем çут тĕнчене килеççĕ. Ĕçчен те туслă çемьен мирлĕ пурнăçра савăнса çеç пурăнмалла пек ĕнтĕ, анчах та шăпа урăхла килсе тухнă. 1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче фашистла Германи Польша çĕрĕ çине тапăнса кĕрет. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланса каять. Тепĕр кунхинех Гурий Кольцов салтака кайма повестка илет, ăна Хĕвел анăç çар округне илсе каяççĕ. Вăл Хĕвел тухăç Украинăпа Хĕвел тухăç Белоруссие пĕрлештерес тесе пынă операцисене хутшăннă. Çав çулах ноябрь уйăхĕнче Финлянди вăрçи пуçланса каять. Кольцов службăра тăнă çар чаçне Белоруссирен Ленинград облаçĕн çурçĕр енне куçараççĕ. Хĕл каçипе тăсăлнă çапăçусенче вăл «Маннергейм линине» штурмлама хутшăннă. 1940 çулта мартăн 12-мĕшĕнче вăрçă чарăннине пĕлтеричченех çапăçу хирĕнчен тухман.
Ашшĕсĕр тăрса юлнă ачисем çуллахи тапхăрта кăна мар, кĕркуннехи, хĕллехи, çуркуннехи каникулсен вăхăтĕнче те колхоз ĕçне хутшăннă. Аптăраман, ĕçлеме те, вĕренме те ĕлкĕрнĕ — нăйкăшса ларман.
1940 çулхи хĕвеллĕ çуркуннехи кун ашшĕ — Гурий Алексеевич демобилизаци йĕркипе килне таврăнать. Çемьешĕн мĕнле пысăк савăнăç! Çапла майпа Кольцовсен çемйишĕн çак вăхăтран пуçласа 1941 çулхи июнь уйăхĕ таранах чи телейлĕ самантсем пулса юлнă. Çемье пуçĕ Канаш хулинче водительсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн колхозра «полуторка» грузовик çỹретнĕ, арăмĕ колхоз ĕçĕсене хутшăннă, аслă ачисем — Софья, Петя тата Толя Хăвăлçырмари шкула çỹренĕ. 6 çулхи Исония Евлампипе Зина йăмăкĕсемпе килте выляса савăннă. Анчах ку телей вăраха пыман. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи çарĕсем Совет Союзĕн çĕрĕ çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланса каять. Темиçе кунтанах Гурий Алексеевича вăрçа тухса кайма повестка килсе панă. Вăрçă чарăннă хыççăн тепĕр çулхине анчах тăван киле тĕрĕс-тĕкел таврăнма шăпа пỹрнĕ ăна.
…1942 çулта Исония Кỹлпуçĕнчи пуçламăш шкула пĕрремĕш класа вĕренме кĕрет. Çав çулсенче пуçламăш шкулта учитель тата шкул заведующийĕ пулса ĕçленĕ Алексей Степанович Сазонов пĕчĕк хĕр ачана çул çитмен пирки вĕренме илесшĕн те пулман. Унăн 15 çулхи аслă пиччĕшĕ Петр Алексей Степановичпа калаçса ăна ỹкĕте кĕртнĕ — вĕренес ĕмĕтлĕ Исония шкула çỹреме тытăннă. Тăрăшуллă хĕр ача класран класа лайăх паллăсемпе куçса пынă. Пушă вăхăтра та аллинчен кĕнеке яман вăл. Анчах унăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсенчи чи йывăр вăхăтра иртнĕ. Çитменнине, вăрçă хыççăнхи 1946 çул та çăмăллăх илсе килмен. Çав çул çу каçа та çĕр питне витермелле çумăр çуманран, çурхи тырă хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче шăтнă-шăтман типсе кайнă, кĕрхи культурăсен тухăçĕ те питĕ пĕчĕккĕ пулнă. Апатсăр юлнă выльăх-чĕрлĕхе пусма тивнĕ. Апат-çимĕç енчен çĕршывра пысăк йывăрлăхсем тухса тăнă. Çав вăхăтсене аса илсе Исония Гурьевна çапла каласа кăтартать: «Эпир, 10-12 çулхи ачасем, тыр-пул уйĕсенче вырмасăр юлнă вырăнсенчи тата çĕр çине ỹкнĕ пучахсене пуçтараттăмăр, кĕркунне анчах мар, çуркунне те юр кайса пĕтичченех ана çинче варăнса юлнă çĕр улмине чавса кăлараттăмăр.
Тепĕр çулхине — 1947 çулта тырă ăнса пулчĕ. Çав çул атте те Совет çарĕнчен таврăннăччĕ. Колхозра ĕç кунĕшĕн тивекен тырăпа туллин тивĕçтерме тытăнчĕç. Ун чухне пирĕн çемье анчах мар, пĕтĕм ял халăхĕ çăмăллăн сывласа ячĕ».
Хĕр ача Кỹлпуç ялĕнчи пуçламăш шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн 1946-1949 çулсенче Хăвăлçырмари 7 класлă, 1949-1952 çулсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Малалла вĕренес ĕмĕтлĕ хĕр çамрăкранах чăваш, вырăс, ют çĕршыв халăхĕсен литературипе кăсăкланнă. Пушă вăхăтра алла кĕнеке тытма тăрăшнă. Çав вăхăтрах унра тĕрĕ тĕрлессипе чĕнтер çыхас пултарулăх яр уççăн палăрса вăй илет. Вăл мĕн ачаран пуçласа пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе çак ĕçпе киленнĕ.
«Халь ку ĕçпе аппаланма пăрахнă ĕнтĕ. Çамрăк чухне вара çемье çывăрма выртсан ĕçе тытăнаттăм та, ирчченех тĕрлеттĕм. Хăш вăхăтра шурăмпуç хăпарнине те сиссе юлаймастăмччĕ», — тет вăл. Унăн килне кĕрсе курсан та тĕлĕнсе каятăн, мĕнле кăна тĕрĕ, чĕнтерленĕ япала çук-ши унта: минтер пичĕсем, питшăллисем, чĕнтерлесе тунă чỹрече каррисем, вырăн çиттисем …
Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Исония хăйне Софья Гурьевна аппăшĕпе Олимпий Алексеевич йыснăшĕ пек ачасене пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре курнă. Çак тĕллевпе вăл 1952 çулта Канашри учительсене хатĕрлекен института вырăс филологи факультетне вĕренме кĕрет. Шăпах çав çул ашшĕ Гурий Алексеевич Канаш хулинчи Свердлов ячĕллĕ урама çурт хăпартса пĕтĕм çемйине Кỹлпуç ялĕнчен унта пурăнма куçарса кайнă. Сăмах май, Исония Гурьевнăн пĕтĕм тăванĕ аслă пĕлỹллĕ çынсем пулнă. Чи асли — Софья Гурьевна — учительница, пиччĕшĕ — Петр Гурьевич Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ, «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕ пулнă. Вăл Чăваш Республикин историйĕнче «Летописец Новочебоксарска» хисеплĕ ятпа сыхланса юлнă. Анатолий Гурьевич — инженер, йăмăкĕ — Евлампия Гурьевна Канаш хулинчи шкулсенче истори предметне ертсе пынă, кĕçĕн йăмăкĕ — Зинаида Гурьевна Шупашкарти больницăсенче тухтăр пулса ĕçленĕ.
Исония Гурьевна 1954 çулта Канашри учительсене хатĕрлекен институтран вĕренсе тухнă хыççăн Хăвăлçырмари 7 класлă шкула вырăс чĕлхи предметне вĕрентме вырнаçать те, 33 çул юратнă ĕçĕнчен уйрăлмасть. Пултаруллă вĕрентекене кирлĕ чухне нимĕç чĕлхи, чăваш чĕлхи, музыка урокĕсене ертсе пыма та шанса панă. Çамрăк вĕрентекен обществăлла ĕçсенче хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Активлă комсомолка ялти çамрăксен хорĕнче юрланă, тĕрлĕрен уявсене халалласа ирттерекен каçсенче докладсемпе тухса калаçнă, ялти комсомол организацийĕн ĕçне те хастар хутшăннă. Калас пулать, çав çулсенче Хăвăлçырмапа Кỹлпуç ялĕсенчи комсомолецсен пĕрлешĕвне 1957 çулта салтак службинчен таврăннă Калинин ячĕпе хисепленекен колхозра счетовод пулса ĕçленĕ Герман Волков ертсе пынă. Часах икĕ çамрăк хушшинче юрату хĕлхемĕ хĕмленме тытăнать. 1959 çулта вĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Тепĕр çулхине ашшĕ çуртне хирĕç çул урлă хăйсем çурт купаласа унта пурăнма куçаççĕ. Вăхăт иртнĕ май çемьере йыш хутшăнсах пынă. Умлă- хыçлăн тенĕ пекех Антонина, Юрий, Надежда ачисем çут тĕнчене килеççĕ. Каярахпа çемье Леонидпа Андрей ывăлĕсемпе аслăланать.
Кил хуçи — Герман Григорьевич мăшăрĕн тĕслĕхне шута хурса хăй те учитель пулма тĕллев тытать. Вăл Шупашкарти педагогика институтĕнчен математика факультетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать. Ку чухне çав çулсенче Хăвăлçырмари 8 çул вĕренмелли шкулта директор пулса ĕçленĕ Олимпий Алексеевич Сазоновăн пулăшăвĕ те ытлашши пулман ĕнтĕ. Вăл çамрăк педагога ĕçпе те, ăшă сăмахпа та хавхалантарса тăнă.
Паллă ĕнтĕ, килти ĕçсем ытларах хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиенеççĕ. Исония Гурьевна вара мĕн ачаран çирĕп кăмăллă пулса çитĕннĕскер, нимĕнле ĕçрен те ютшăнман. Килти хуçалăхра ĕне, сурăхсемпе сысна, чăх-чĕп усранă. Герман Григорьевич кил картинчи нумай ĕçе хăй тума тăрăшнă. Ачисем çитĕнсе пынă май килти ĕçсен пысăк пайне вĕсем пурнăçлама тытăннă.
Исония Гурьевна шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕсен умĕнче те, хăйĕнпе пĕр вăхăтра ĕçленĕ вĕрентекенсем хушшинче те пысăк авторитетлă çын пулнипе палăрса тăнă. Сассине хăпартмасăр лăпкăн калаçсах темле шухă ача-пăчана та итлеттерме пĕлнĕ вăл. Унăн хисепĕ иксĕлми. Хăвăлçырмапа Кỹлпуç ялĕсенчи вăл вĕрентнĕ ачасем ăна яланах ырăпа аса илеççĕ. Вăл тахçанах тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Шкул ĕçĕнчен уйрăлнă хыççăн ĕçчен хĕрарăм ытти колхозниксемпе пĕр тан бригадăри ĕçсене хутшăнчĕ. Шел, мăшăрĕ тивĕçлĕ канăва тухсан вăрах пурăнаймарĕ, 2002 çултах çĕре кĕчĕ. Ачисем хăйсен çемйисемпе тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнаççĕ, вăл вара хальхи вăхăтра килте пĕчченех. Пĕччен тени тĕрĕсех те мар пуль, мĕншĕн тесен тăван киле амăшĕ патне пĕр вăхăтра пĕр ачи, тепĕр вăхăтра тепĕр ачи çемйисемпех килсе çỹреççĕ. Карас телефонĕпе кулленех шăнкăравласа тăраççĕ, ырă сăмахсем каласа амăшĕн кăмăлне çĕклеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Леонид ывăлĕ амăшне уйрăмах нумай пулăшать, пысăк тимлĕх уйăрать. Темле ĕçлĕ пулсан та яла час-часах килсе çỹреме вăхăт тупать вăл. Мускавра тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан мăнукĕсем те час-часах хăнана килсе çỹрени ватă çынна, паллах, савăнтарать. 12 çул каялла Францире пурăнакан Оля мăнукĕ (Антонина хĕрĕ) кукамăшне хăй патне пырса курма чĕнсен Исония Гурьевна пĕр иккĕленмесĕрех килĕшнĕ. Пĕр тăхтаса тăмасăрах Надежда хĕрĕпе Парижа тухса кайнă вĕсем. Çул укçине, ытти тăкаксене те пĕтĕмпех мăнукĕ хăй саплаштарнă. Марсово поле, Собор Парижской Богоматери, Сена юхан шывĕ урлă хывнă кĕперсем, Лувр музейĕ… тата ытти нумай паллă вырăнсенче пулса курнă чăваш ялĕнче пурăнакан çак хĕрарăм.
Тивĕçлĕ канури Исония Гурьевна «Елчĕк ен» хаçатпа та туслă çыхăну тытнине пĕлетпĕр. Ăна уйрăмах Аслă Аттелĕхĕн вăрçи умĕнхи тата 1941-1945 çулсенчи вăрçă тапхăрĕ кăсăклантарать. Çавăнпа вăл ытларах çав çулсенче нуша курнă çынсен шăпине çутатса парасси çине тимлĕх уйăрать. Вăл округри çыравçăсене те пулăшу аллине тăсса пама хатĕр. Сăмахран, Илья Левый «Ял тымарĕ» кĕнекине калăпланă вăхăтра ăна хаклă материалсем пухса тата ырă сĕнỹсем парса пулăшнă.
Çирĕп ăс-тăнлă çак çын паян та обществăлла ĕçсенчен пăрăнмасть, ял пухăвĕсенче çивĕч ыйтусемпе тухса калаçать, «Елчĕк ен» хаçатра статьясем пичетлет. Хăвăлçырмари ветерансен пĕрлешĕвĕн ертỹçи пулнă май Елчĕкре тата Çирĕклĕ Шăхальте ирттерекен мероприятисене хутшăнать. СВОра Украина нацисчĕсене хирĕç çапăçакан салтаксем валли япаласем пухас ĕçе ял-йыша явăçтарать. Çак ĕçе хавхаланса хутшăнма ăна майор званине тивĕçнĕ мăнукĕ — Евгений Яшин (Антонина хĕрĕн ывăлĕ) ятарлă çар операцийĕн участникĕ пулни те хистет ĕнтĕ.
Çапла пурăнать паян Хăвăлçырмари чи хисеплĕ çынсенчен пĕри, 90 çулхи ĕç ветеранĕ.
— Мĕнле пурăнатăр-ха? — тесе ыйтсассăн яланах пĕр сăмахпа:
— Лайăх, — тесе хуравлать вăл. Унран пурнăç питĕ çирĕп ыйтнă, анчах темле йывăрлăхра та пуçне усман вăл. Ырă кăмăллă, çынна усă тăвассишĕн чун-чĕрипе хыпса çунакан хĕрарăма халăх хăйне те ырăпа тавăрать. Юрлă-тăманлă хĕл кунĕсенче «АСК-Яльчики» ОООн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин Исония Гурьевна хапхи умĕнчи юра тасатма ятарласа бульдозер ярать. Цех ертỹçи Алексей Трофимов çĕр пайĕшĕн тивĕçекен тырра илсе килсе кĕлете кĕртсех хăварать. Килти хуçалăхра пурнăçламалли васкавлă ĕçсем сиксе тухсассăн кỹршисем — Павел Дмитриевпа Станислав Чернов хаваспах пулăшма каçаççĕ.
… Исония Гурьевнăн шкул ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсемшĕн тивĕçнĕ наградăсемсĕр пуçне тĕрлĕ пĕрлешỹсенчен панă Тав тата Хисеп хучĕсем те пайтах.
Ĕмĕр тăршшĕпе ĕçре пиçĕхнĕ, мал ĕмĕтлĕ, 5 ача амăшĕ тата 9 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнукăн асламăшĕ тата кукамăшĕ хăйĕн çулĕсене кура мар хастар та вашават. Хальхи вăхăтра вăл тата пысăк ĕçе кỹлĕннĕ — хăйĕн йăх-несĕл историне тĕпчесе пысăк хайлав çырассипе тимлет…
Владислав
САЗОНОВ-ПИНЕР.

