Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Елчĕк муниципаллă округĕн архивĕнче çулленхи «Архиври каç» акци иртрĕ. Ăна кăçал Аслă Çĕнтĕрỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Мероприяти «Инçе те çывăх Çĕнтерỹ» ятпа иртрĕ. Çавна май вырăнти архивра тĕрлĕ курав йĕркеленчĕ. Хăнасем «Ĕçри паттăрлăх историйĕ. Елчĕк районĕн хĕрарăм-трактористкисем» презентаципе те паллашрĕç.

Çак кун архив уйрăмĕнче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕпе хисепленекен вăтам шкулти 9-мĕш класс ачисем пулчĕç. Вĕренекенсем архив управĕпе, ĕçĕсемпе тата докуменчĕсемпе паллашрĕç. Специалистсем авалхи пурлăхсене мĕнле упранине тата çĕнетсе пынине кăтартрĕç.
Округри архивра 190 фонд шутланса тăрать, вĕсенче — 24881 документ упранать. 2024 çулта пурĕ 668 документ йышăннă, çав шутра яланах упранаканнисем — 490, ĕç кĕнекисем — 178. Пурĕ 1035 документ эксперт комиссийĕ витĕр тухнă, çав шутра яланах упранаканнисем — 727 документ.
Иртнĕ çул вырăнти архив 1822 ыйту йышăннă, çав шутра 1162 социаллă справка панă.
Галина ИВАНОВА.

