Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова тата муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый нумай ачаллă Эльвира Шитухина çемйине савăнăçлă лару-тăрура çурт-йĕр сертификачĕпе тивĕçтернĕ.
Ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев нумай ачаллă çемьесене пулăшасси тата хавхалантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса:
— Нумай ачаллă çемье вăйлă тата аталанакан обществăн тĕп никĕсĕ, — тенĕ.

