Лаш Таяпа ялĕнче Шăмалак арне, ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Паттăрлăх орденĕн кавалерне Петр Владимирович Чернова асăнса мини-футбол турнирĕ иртрĕ.

Малтан территори пайĕнчи ялсен командисем хушшинче çеç йĕркелеме палăртнă ăмăрту округ шайĕнчех пулса тăчĕ — пурĕ 7 команда вăй виçрĕ. Çав шутра Петьăпа пĕр класра вĕреннисем команда тăратни те паха.
Çивĕч тупăшура Çĕнĕ Эйпеçсем çĕнтерчĕç, Кавалсемпе Лаш Таяпасем — 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче. Вĕсене чысланисĕр пуçне чи лайăх вылянă футболистсене те палăртрĕç: Максим Петров (Çĕнĕ Эйпеç), Сергей Смирнов (Вăрăмхăва), Артем Львов (Лаш Таяпа).
Владислав НИКОЛАЕВ.
Сăн ỹкерчĕкре: ăмăртăвăн тĕп судйи Станислав Сидоров, «Чи лайăх тапăнса вылякан» — Артем Львов (Лаш Таяпа), паттăрăн мăшăрĕ Надежда Чернова.

