Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «ЮГОРИЯ» ĕçченĕсене — тав

«ЮГОРИЯ» ĕçченĕсене — тав

2025 çулхи апрель уйăхĕнче пирĕн пỹрт пĕтĕмпех çунса кайрĕ. Никĕспе кирпĕч стенасăр пуçне нимĕн те тăрса юлмарĕ. Çакăн пек инкек пуласса никам та шутламан. Пĕртен-пĕр шухăш кăна пире шанчăк кỹчĕ — çурта тата хуралтă таврашне пĕтĕмпех страхлани. «Югория» акционерлă обществăн Шупашкарти филиалĕн Елчĕк округĕнчи сотрудникĕ пирĕн пата инкек пулнă кунах килчĕ, çуннă вырăна тĕплĕн пăхса çаврăннă хыççăн страховка илме мĕнле документсем кирли пирки ăнлантарса пачĕ, çавăн пекех документсене хăвăрт пуçтарма пулăшрĕ. Икĕ эрнерен эпир страховани тỹлевне илме пултартăмăр. Асăннă компанипе килĕшỹ тунипе эпир питĕ кăмăллă, «Югория» страхлав компанийĕн ĕçченĕсене питĕ пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Эпир хамăр тĕслĕхпе компани шанчăклă пулнине, сотрудникĕсем кирек хăçан та пулăшу аллине тăсса пама хатĕррине курса ĕнентĕмĕр.

Сире те «Югория» страхлав компанийĕнче («Арбат» çуртĕнчи 3-мĕш хутра вырнаçнă) страхланма сĕнетпĕр. Кăмăл пулсан çак телефонпа çыхăнма пултаратăр: 8(835 49) 2-55-01.

Пысăк тав сăмахĕсемпе — Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Надежда тата Борис Скобелевсен çемйи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code