Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем те пĕтĕм тĕнчери «Астăвăм сачĕ» акцие хастар хутшăнаççĕ.

Хальхинче çакăн йышши акцие вырăнти общество палатин членĕсен пуçарăвĕпе йĕркелерĕç. Пурĕ 100-е яхăн çын — округри пур обществăлла организацисем, çавăн пекех Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн сотрудникĕсемпе культура ĕçченĕсем хутшăннипе иртнĕ çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти нумайлăха асра юлĕ. Мĕншĕн тесен «Астăвăм сачĕ» акци йĕркелени çинчен пĕлсен çак пысăк ушкăн пурте пĕр çын пек пулса унта хутшăнма кăмăл турĕ, никам та айккинче юлмарĕ. Палăртнă кун вĕсем «Победа» ООО территорине кĕрекен Исемпел ялĕ çывăхĕнчи пĕве хĕррине хурăн тата çăка йывăççисен хунавĕсене пурĕ 1000 тĕпе яхăн лартса хăварчĕç. Лартнă кашни хунав пирĕн телейлĕ пуласлăхшăн хăйсен пурнăçне шеллемен паттăрсене халалланă чĕрĕ палăк евĕрех пулса тăрĕ.
«Победа» ООО директорĕ Николай Александрович Головин пархатарлă ĕçе хутшăннисене тав тума та манман, хĕрỹ ĕçре ĕшеннĕ хыççăн пурне те вĕри шỹрпепе сăйланă.

