Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви çын пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кỹрес тата территорисене симĕслентерес тĕлĕшпе смотр-конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ.
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак пуçарăва ырласа йышăннă тата конкурсăн приз фондне иртнĕ çулхинчен икĕ хут ỹстерме сĕннĕ.
Хальхинче çĕнтерỹçĕсене çапла хавхалантараççĕ:
1-мĕш вырăншăн — 73 600 тенкĕ;
2-мĕш вырăншăн — 44 200 тенкĕ;
3-мĕш вырăншăн — 29 400 тенкĕ.
Заявкăсене кăçалхи августăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ, çĕнтерỹçĕсене сентябрь уйăхĕнче палăртаççĕ.

