Пятница, 13 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплăх çирĕп

Яваплăх çирĕп

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн 3-мĕш колонийĕн çичĕ ристанĕ тĕлĕшпе приговор палăртса вĕсем ирĕксĕр пулмалли вăхăта тăснă.

Маларах тĕрлĕ преступленишĕн ирĕксĕр хăварнăскерсене халь экстремистла организаци ĕçне хутшăннăшăн айăпланă. Следстви комитечĕн вырăнти органĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, çак çынсем колонире РФ Аслă сучĕ «экстремистла» тесе йышăннă «А.У.Е.» юхăм йĕркеленĕ, унăн ĕçне хутшăннă. Айăпланнисен хушшинчи «авторитетпа» усă курса криминаллă йăласене, преступлени тăвассине пропагандăланă, ирĕкрен килекен пурлăхпа укçана пайлама хутшăннă, çавăн пекех çак юхăма çĕнĕ çынсене явăçтарнă.

Суд саккунсăр юхăм йĕркелỹçине 7 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çак вăхăта вăл çирĕп режимлă колонире ирттерĕ. Ыттисен колонири вăхăчĕ 2,5-4 çуллăха тăсăлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code