Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кĕмĕл» шайне çитнĕ

«Кĕмĕл» шайне çитнĕ

«Кашни салтак генерал пулма ĕмĕтленет» текен каларăш тахçанах çỹрет халăхра. Паллах, пурте çар пуçĕ пулаймĕç те, çапах та тĕллеве пурнăçлассинче çине тăрса тăрăшни хăйĕн çимĕçне паратех.

Спортра та çавах. Аталану çулĕпе çĕкленесси пĕтĕмпех хăвăнтан килет. Округра ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерес, футбол вăййисене йĕркелес тата аталантарас тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн те интересĕ ỹсни савăнтарать. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем пĕчĕк тĕл пулусенчех ăсталăх çулĕ çине тăрса унăн картлашкипе çỹлтен çỹлелле хăпарма пултараççĕ.

Çу уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Самара хулинче «ИНТЕР» футбол академийĕн пуçарăвĕпе халăхсем хушшинчи «BOMBBAR-Хуласен кубокĕ» мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Раççейри 11 регионтан тата Казахстанран пĕтĕмпе 116 команда хутшăннă унта. Çивĕч вăйăсенче пĕрисем çухату тỹссе турнирпа уйрăлнă пулсан, теприсем, çĕнтерỹпе хавхаланса, малаллах çĕкленнĕ. Пысăк йыш хушшинче чăваш ачисене фаворит шутне кĕртмен те пулĕ, çапах та «Патăрьел-Чăваш Ен» команда «кĕмĕл» шайне çитнĕ.

Çакă уйрăмах кăмăллă: командăна пьедестал çине хăпарма пулăшнинче Тỹскелĕнчи Вадим Уркинăн тỹпи те пур. Лайăх вăйăшăн ăна Пĕтĕм Раççейри «ИНТЕР» футбол академийĕн тĕп директорĕ Антон Гладышев тата турнир йĕркелỹçи алă тытса саламланă, малашне те халăх вăййинче çирĕппĕн утма ăнăçу суннă.

Вадима ашшĕ, Александр Петрович та, тăтăшах хавхалантарса пынине палăртас килет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code