Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туризма аталантарма

Туризма аталантарма

Раççейре туризм схемисем туризма аталантармалли чи ăнăçлă хатĕрсем пулса тăрĕç.

Çĕршывра туризма планлассине уçлăх принципĕсене тĕпе хурса йĕркелĕç. «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн «Аслă Атăл» туризм схемине хатĕрленĕ. Проект 13 региона тата аталанăвăн 60 территорине, çав шутра Чăваш Ен те пур — пĕрлештерет.

Экспертсен хаклавĕ тăрăх, 2030 çул тĕлне «Аслă Атăл» маршрутпа йĕркелекен çул çỹревсен шучĕ 52 процент — 26,2 миллионран пуçласа 39,6 миллиона çити — ỹсĕ. Республикăра туризма аталантармалли вырăнсен шутне Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ, Улатăр хулисене, «Чăваш вăрманĕ» парка кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code