Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Финанс пĕлĕвне кăтартнă

Финанс пĕлĕвне кăтартнă

Чăваш Енри шкулсенче вĕренекенсем «Архитекторы смыслов» регион конкурсĕн финалĕнче финанс пĕлĕвĕн шайне кăтартнă.

Шкулсенче «Смыслографикăна» нарăсăн 10-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 7-мĕшĕччен вĕрентнĕ. Тăват çĕр вĕрентỹ учрежденийĕнчи 8-мĕш классенче ăс пухакансем ятарлă конструктор пулăшнипе информацие анализ тата йĕркене кĕртмелли техникăна ăса хывнă. Вĕрентỹ курсĕ вĕçленнĕ хыççăн кашни шкулта 5 ачаран тата 2 педагогран команда йĕркеленĕ. Вĕсем палăртнă финанс тематикипе килĕшỹллĕн презентаци хатĕрленĕ. Финалта 10 команда хушшинче Кỹкеçри лицейре вĕренекенсем çĕнтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code