Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе

Хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе

Патăрьел округĕнче Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министерствăн, Чăваш Енри Раççей МЧСФĕн Тĕп управленийĕн тата «Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕ» Ассоциацин пĕрлехи коллеги ларăвне ирттернĕ.

Лару ĕçне хутшăннисем Сител ялĕнче, Шăнкăртам территори пайĕнче пулса шыва кĕмелли вырăнсене, пушар хăрушсăрлăхĕн ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашнă. Округсенче те асăннă ыйтусемпе витĕмлĕ мероприятисем йĕркелеме сĕннĕ.

Коллеги ларăвĕн ĕçне Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, округ администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен пайĕн начальникĕ Алена Быкова хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code