Çулла — шыва кĕрсе савăнмалли вăхăт. Çапах та шыв савăнăç анчах парнелетĕр тесен, шыва кĕнĕ чух ятарлă йĕркесене пăхăнмаллах.
Çынсем ытларах чухне ятарлă вырăнта шыва кĕменрен, вăй-хала тĕрĕс хакламанран, чăмнă хыççăн шăнăр туртнăран пурнăçран уйрăлни паллă. Статистика кăтартăвĕсем путса вилнĕ çынсенчен ытларах пайĕ ишме пĕлнине çирĕплетеççĕ. Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăманран инкеке лекеççĕ.
Çуллахи вăхăтра яла хула ачисем те килеççĕ. Мĕн асăрхатпăр чылай чух? Ачасене тимлĕ пăхманнипе, вĕсем ытларах урамра хăйсем тĕллĕн выляса çỹреççĕ. Паллах, вĕсене пĕве-кỹлĕ те илĕртет. Шăпах çавăнта инкек-синкек сиксе тухма пултарать те ĕнтĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачасемпе ытларах калаçмалла, хăрушсăрлăх йĕркине ăнлантармалла, шыва кĕме хăйсене анчах ямалла мар.
Медицина ĕçченĕсем çилсĕр, хĕвел вăйлă хĕртмен, 20-25 градус ăшă çанталăкра çеç шыва кĕме сĕнеççĕ. Шыв температури 18-19 градусран кая мар пулмалла. Çанталăк ăшăтма тытăнсан малтанлăха çиелти шыв çеç ăшă, шаларах кĕрсен вара сивĕ. Тарланă хыççăн сивĕ шыва лексен шăнăр туртнине пула çынсем каялла тухаймаççĕ, çавăнпа шывра малтан кĕлеткене хăнăхтармалла, вара хăрушлăх чакать. Шывра 20-25 минутран ытла пулма юрамасть. Кайран çырана тухса ăшăнмалла, канмалла, ун хыççăн кăна шыва тепĕр хут кĕме юрать. Çỹллĕ çыранран е чупса пырса шыва сикме юрамасть. Тата ачасем выляма, шывра чухне пĕр-пĕрне пусса антарма юратаççĕ. Кỹлĕ-пĕве вăйă вырăнĕ мар. Путма пуçланă çынна асăрхасан мĕн тумалла? Çын пĕр сăмахсăр путать. Унăн пырне шыв лекнипе сывлăшĕ пỹлĕнет, çавăнпа пулăшу ыйтса кăшкăраймасть. Ун пеккине асăрхасан, ишме пĕлместĕр пулсан, вăтанмасăр пĕтĕм вăйран кăшкăрса пулăшу ыйтмалла. Шăлавар пиçиххийĕпе е кĕпене хывса путакана пăрахса парсан та ăна туртса кăларма май пулĕ. Ишме пĕлекен юлташсем те чупса килсе пулăшу пама пултарĕç. Анчах асра тытăр, путакан çын вăйлă хăранипе лайăх шухăшлаймасть, хăйĕн патне пыракана çатăрласа тытать, пĕрле путарма пултарать. Çавăнпа ăна çурăмран хул айĕнчен çавăрса тытса е çỹçрен туртса кăлармалла. Инкеке лекнĕ çынна курсан çăлавçăсем патне шăнкăравламалла, кĕсьери телефонпа — 101 е 102, 112, килти телефонпа — 01 тата 112.
Çу кунĕсенче ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсенчен ăçта выляма каяссине пĕлтерсех тăма ыйтмалла. Ача киле каланă вăхăтра таврăнмасан тỹрех шырама пуçламалла. Çавăн пекех ачасене çул-йĕрсем çинче тимлĕ пулмалли, палламан çынсемпе калаçмалла марри, ют автотранспортсем çине ларма юраманни, улах вырăнсенче пĕччен çỹресрен асăрханмалли пирки те тăтăшах аса илтермелле. Кил-хуçалăхра наркăмăшлă шĕвексене, вĕсен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратакан хатĕрсене те алли айне хумалла мар.
Тепĕр пысăк инкек — пушар. Çавна май кĕçĕннисене шăрпăкпа выляма юраманнине ăнлантармалла, электроприборсемпе хăйсем тĕллĕн анчах усă курма ирĕк памалла мар. Çул çитменнисене автотранспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларма та шанмалла мар.
Людмила ЕГОРОВА.

