Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрле пулнине нимĕн те çитмест

Пĕрле пулнине нимĕн те çитмест

Чылай çул Курнавăш ял Канашĕн депутачĕ пултăм эпĕ. Аслă Шăхаль ялĕн старостин тивĕçне те пĕрремĕш çул туса пымастăп. Çавна май яланах халăх хушшинче.

Тăван ял аталанăвĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тăрăшакансем йышлă чухне чун çĕкленет, вăйлăрах та ĕçлес килет. «Пĕрлĕхре — вăй», — тени тĕрĕсех çав.

Ушкăнпа нумаях пулмасть çĕнĕ масар таврашне 250 ытла чăрăш лартса хăвартăмăр, иртнĕ çулсенчи чăрăшсем самаях çĕкленни те чуна савăнтарать. Кивĕ масарти вĕренесене касса тирпейлерĕмĕр, анлă тасату йĕркелерĕмĕр.

Хастарсене ятран палăртса хаçат урлă тав тăвас килет. Вĕсем: А.Ларионов, О.Жаров, Б.Смолин, Н.Васильев, Ю.Александров, Н.Иванов, Г.Архипова, В.Смолин, М.Бобров, Г.Волков, С.Павлова, И.Бобров.

Тип Тимеш ялĕнчи А. Лукиянов пулăшу аллине тăсни те паха: вăл хăйĕн техникипе бур тата хунавсене сапма шыв илсе килчĕ.

Лев КУЗНЕЦОВ,
Аслă Шăхаль ялĕн старости.

Сăн ỹкерчĕкре: ĕçченсен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code