Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшỹре ĕç ăнать

Килĕшỹре ĕç ăнать

Кушкă ялĕнчи Комсомол урамĕнче 77 кил-хуçалăх вырнаçнă. Урам тăршшĕ 1 км 200 метра тăсăлать. Ыран ялта — Çимĕк. Масар çине пурте çак урампа утаççĕ.

2009 çултанпа чул сарса хытарнă çак çул самаях япăхнăччĕ. Ăна çĕнетес пирки урам пухăвĕнче Алина Блинова сĕнỹпе тухрĕ. Шăп çав вăхăтра Мускавран отпуска килнĕ Александрпа Николай Трофимовсем урама ахаль чул çеç мар, асфальт тĕпренчĕкĕсене сарма сĕнчĕç. Пĕтĕм ĕçе йĕркелессине вĕсем хăйсем çине илчĕç. Канашран кирлĕ материала турттарса хунă хыççăн Шупашкарти «Дорсетьстрой 21» (ертỹçи М.О.Волков) организаци хăватлă техникăпа ĕçе пикенчĕ. Асăннă урамра тĕпленнисем хăйсем те çине тăрса тăрăшрĕç унта. 3-4 кунта палăртнă ĕçе вĕçлерĕç те. Ĕçлекенсене кăнтăрла апат çитерессипе Комсомол урамĕнчи хĕрарăмсемпе Трофимовсем яваплă пулчĕç.

Пуçаруçăсемпе çул юсавçисем çак урамра вырнаçнă шкул умĕнчи лаптăка та йĕркене кĕртрĕç. Родион Портнов директор хăй вĕрентнĕ пĕр тăван Трофимовсене пархатарлă ĕçшĕн чĕререн тав турĕ.

Халăхра — вăй, тетпĕр. Апла пулсан пирĕн ялăн пуласлăхĕ пурах. Яла пырса кĕрекен стелăна та халăх хăй вăйĕпе вырнаçтарнăччĕ. Ял пĕтмест-ха. Кушкăсене тепĕр ыйту та канăç памасть — ялта клуб çукки пăшăрхантарать. Çак ĕçе пуçару бюджечĕпе усă курса пурнăçласан ял халăхĕ пулăшма хирĕç мар. Мĕнле те пулсан клуб тăвас ыйтăва татса парасчĕ. Халăхăн кăмăл-сипетне кирлĕ шайра тытса тăрасси, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси ялта клуб пурринчен те нумай килет.

Ял халăхĕ ыйтнипе — Анна ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code