Пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Кĕске ĕмĕр питĕ хăвăрт иртсе каять, никамран пăрăнса иртмен ватлăх çитсен вăй-халĕ те, пултарулăхĕ те чакать, чир-чĕрĕ те çулăхсах тăрать.

Пĕчченлĕхе тăрса юлнисем е ачисем те пăхайманнисем хăйсен канлĕхне Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра тупнă. Эпир вĕсен пурнăç условийĕсене куллен лайăхлатас тĕллевпе ĕçлетпĕр. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ социаллă ĕçченĕ Антонина Ефимова, ытти сотрудниксем — Татьяна Краснова, Ирина Кувшина, Галина Чернова, Виталий Павлов, Сергей Осипов хăйсен тивĕçне чылай çул тỹрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ. Ватăсене апатне пĕçерсе çитермелле, кĕпе-йĕмне çумалла, урайне тасатмалла, мунча хутса кĕртмелле, территорие тирпейлĕхре тытмалла…
Пахча çимĕçне туса илме рассадине те хамăрах хатĕрлетпĕр, чечексем ỹстеретпĕр. Мунча та çĕнĕ пирĕн, пĕлтĕр çурт тăррине улăштартăмăр, хапха электронлă майпа ĕçлет.
Кунта пурăнакансен çуралнă кунĕсене, уявсене паллă тăватпăр. Шкул ачисем час-часах килсе юрă-сăвăпа савăнтарнисĕр пуçне, хамăр та туслă юрă-кĕвĕпе. Тĕрлĕ конкурссене те хутшăнма тăрăшатпăр.
Паллашмалли нумай та, çавăнпа пирĕн пата хăнасем те килсех тăраççĕ. Кунта ĕçлекенсене эпĕ ăш пиллĕ, тараватлă, çепĕç чĕлхеллĕ, хастар пулнишĕн тав тăватăп, хамăрăн уявпа тулли кăмăлпа саламлатăп.
Антонина ОСИПОВА,
ваттисен çурчĕн ертỹçи.

