Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырми-канми тăрăшнă

Ырми-канми тăрăшнă

Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан Нина Лисичкина 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.

Нина Арсентьевна хăйĕн ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ, хастарлăхĕшĕн Хисеп хучĕсене, премисене сахал мар тивĕçнĕ. Вăрçă çулĕсенче те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Ĕçпе тыл ветеранĕн йăпанăçĕ паян — тăватă ачипе 4 мăнукĕ.

Кинемее Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Инесса Воронова тата культура ĕçченĕсем ăшă сăмахсемпе, хаваслă юрă-кĕвĕпе саламласа Раççей Президенчĕн Тав открыткине вуласа панă, парнесемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code